Вӑрӑмту ялӗ – пысӑк та илемлӗ ял

Вӑрӑмту ялӗ – пысӑк та илемлӗ ял. Ҫулсеренех ӳссе пырать вӑл. Урамсенче ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленни, туйсем кӗрлени ҫамрӑксем ялтах тӗпленме, йӑх-несӗле тӑсма тӗв тунине тепӗр хут туйса ӗненме пулӑшать. Вӑрӑмтусем туслӑ пурӑннинче иккӗленмелли ҫук: кам та пулин пысӑк ӗҫе тытӑнсан ниме пухса ӗҫлесси кунта ырӑ йӑлана кӗрсе юлнӑ. Ĕҫре те, канура та пӗрле ҫак ялсем. Иртнӗ вырсарни кун Геннадийпе Алевтина Евдокимовсен хӑтлӑ килӗ-ҫурчӗ умӗнче ял ҫыннисем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Ахаль те тирпейлӗхпе палӑрса тӑракан пӳрт умне ҫак кун илемлӗ хӑюсем, чӗрӗ чечек савӑчӗсем, шарсем пушшех те илемлӗрех курӑнма пулӑшрӗҫ. Ял халӑхӗ пӗрле пухӑнса савӑнни кунти туслӑха ҫирӗплетме, пӗр килти пек шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнма пулӑшать.

Уяв ертӳҫи Светлана Яргунина вӑрӑмтусене саламланипе пӗрлех ялта ҫак ҫул пулса иртнӗ ҫӗнӗлехсемпе паллаштарчӗ, халӑх пӗрле пухӑнса тунӑ ӗҫсене асӑнчӗ, малашнехи ӗмӗт-тӗллеве палӑртрӗ. Ял урамӗнчи ҫӳп-ҫапа, ҫуртсен умӗнчи строительство хатӗрӗсене пуҫтарма кирли ҫинчен палӑртсах каларӗ. Кунпа пӗрлех ялта кӑҫал ҫуралнӑ пепкесене, юбилярсене те саламларӗҫ уявра. Вӑрӑмту ҫыннисене саламлама Шорккари «Туслӑх» халӑх фольклор ушкӑнӗ килсе ҫитрӗ. Ҫавӑн пекех ял-йыша Ишекри культурӑпа-вӗрентӳ центрӗн аккомпаниаторӗ Александр Пушкин юрӑсем парнелерӗ. Куракансене Кӑшавӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ачасен «Созвучие» эстрада ушкӑнне ҫӳрекенсен юррисем те кӑмӑла кайрӗҫ. Ҫак ялти Г.Алексеевӑн икӗ пӗчӗк мӑнукӗ – Дарина тата Оля «Пукане» юрра илемлӗн шӑрантарчӗҫ. Кӑшавӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Алтӑр ҫӑлтӑр» эстрада ушкӑнӗн хӗрӗсемпе каччисене  вӑрӑмтусем уйрӑмах хапӑл пулчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле юрлама, ташлама май килни уява тата та хаваслӑрах ирттерме пулӑшрӗ. 



19 августа 2015
08:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter