Шăмăршă тăрăхĕнче Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн Туслăх уявĕ иртет

Паян, çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шăмăршă тăрăхĕнче Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕн Туслăх уявĕ иртет. Савăнăçлă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, республикăри влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсем тата Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ  Сергей Морозов хăйĕн официаллă делегацийĕпе килсе çитнĕ. Михаил Игнатьев сумлă хăнасене чăваш çĕрĕ çине килнĕшĕн чĕререн саламланă, хăйĕн сăмахĕнче икĕ регион хушшинчи çыхăну 1868 çултанпах упранса пынине палăртнă, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев Чĕмпĕрте чăвашсен пĕрремĕш шкулне хута янăранпах чăваш тата вырăс халăхĕ пĕр-пĕринпе ĕмĕрсем хушши килĕшсе пурăнма тытăннине асăннă. «Бизнеса аталантарас тытăмра та эффективлă ĕçлесе пыни куçкĕретех. Сывлăх сыхлавĕпе культура, вĕренӳпе ял хуçалăхне аталантарас ĕç та лайăх пурнăçланать. 2010 должноçре ĕçлеме тытăнсан, эпир пĕрремĕш хут пĕрне пĕри алă патăмăр, 2011 çулта икĕ регионăн Акатуйне пĕрремĕш хут ирттертĕмĕр. Эпир туслăха упрама пĕлетпĕр, малашлăх çине те шанчăклăн пăхатпăр», - тенĕ хăйĕн саламĕнче Михаил Игнатьев. Сергей Морозов уява чĕннĕшĕн тав тунă. «Пирĕн делегацире тĕрлĕ шайра влаç тытмĕнче ĕçлекенсем пур, вĕсенчен кашни харпăр хăй юлташĕ патне лекнĕн туйăннине çирĕппĕнех калама пултарать. Çав тери аван икĕ регион килĕшсе  проекта пурнăçа кĕртни. Çакнашкал пулăма ытти регионсемпе те çирĕплетсен аван пулнă пулĕччĕ. Малтанласа Атăлçи федераци округĕнче, каярах Раççейри ытти регионсемпе ирттермелле», - тесе каланă хăй шухăшне сумлă хăна.  Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканăн ырă енĕсене палăртнă. «Эпĕ, Сире тахçантанпах Раççей Федерацийĕнчи чи пултаруллă та ăста, пысăк тавракурăмлă ертӳçĕсенчен пĕри тесе хак панă. Кунсăр пуçне тата манăн чи çывăх юлташ та Эсир. Енчен те Раççейри кашни çын Сирĕн пек пĕтĕм кăмăлтан чуна парса ĕçлесен, Раççей Президенчĕ шаннă çын халăх умĕнче хăйĕн шанăçне çухатмасан, халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшсан, çĕршывра тата та ытларах хаваслă кăмăл-туйăмлă  телейлĕ çынсем пурăннă пулĕччĕç», - тенĕ Губернатор. Уяв программипе килĕшӳллĕн, пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен хăтарас республикăри тĕллевлĕ программăна хутшăнса хваттер тивĕçнисене уççисене хаваслă лару-тăрура парса чысланă. Шăмăршăра халăха социаллă пулăшу паракан центрăн çĕнĕ корпусне хута янă. «Туслăхăн наци те вĕçĕ хĕрри те çук» ятпа пултарулăх куравĕ пулĕ, çавра сĕтел мелĕпе пухăннисем экономикăпа культура, политика ыйтăвĕсене сӳтсе явĕç, малашнехи çул-йĕрсен тĕллевĕсене палăртĕç.  Тĕплĕнрех



19 августа 2015
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter