Лайăххисен йышĕнче

Элĕк вăтам шкулĕ 2013-2014 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Раççейри ялсенчи чи лайăх 200 шкул йышне кĕнĕ. Кунта вĕренекенсен пĕлÿ шайне, ППЭ кăтартăвĕсене, Раççей шайĕнчи олимпиадăсен кăтартăвĕсене шута илнĕ.

Нумаях пулмасть Мускаври энергетика институтĕнчен (техника университечĕ) шкул ячĕпе Тав çырăвĕ килнĕ. Унта педагогсене пысăк шайра пĕлÿ панăшăн тав тунă. Элĕк вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ Ирина Запасова институтра кăçалхи вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçленĕ. Асăнса хăвармалла, Ирина 2014 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ те пулнă.

 



19 августа 2015
07:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter