Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Патăрьел районĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Патăрьел районĕнче пулнă,  Шăнкăртам салинче « МИ-2 Вертолет» палăка уçнă. Мероприятийĕнче сумлă хăнасем: Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Мускав, Тĕп регионăн тата Чăваш Енĕн Муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир - хазрат Крганов, Тутарстан Республикин Муфтийĕ Камил Семигуллин, Раççей Геройĕ, Чăваш Республикин, Шупашкар хулин тата Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ  Николай Гаврилов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков пулнă. Михаил Игнатьев пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, çак паллă палăк халăхсене пĕрлештерсе тăракан вырăн пулнине асăннă, ĕмĕрлĕх асра тытмаллине каланă. «Чăваш халăхĕ нумай ĕмĕр хушши тытса пынă йăла-йĕркене, ăс-хакăл туйăм тĕнчине, культурăна упраса хăварассишĕн республикăра çулсерен сахал мар ĕç пурнăçланать. Çитĕнекен ăрушăн шăпах та çакăн пек палăксем патриотла воспитани парас тĕлĕшĕнчен питĕ усăллă. Пирĕн çутă та таса тивĕç - паттăрсене ĕмĕрех чĕрере упрасси», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Регион ертӳçи Раççей Геройне Николай Гаврилова ырласа тав тунă, унăн пуçарăвĕпе, çак палăк çĕкленсе ларнине палăртнă. Районта çакăн пекех Минахайдер Валитова асăнса стелла лартнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене хисеплесе те палăк йĕркеленĕ. Çитес вăхăтрах районта М-30 гаубица вырнаçтарма тĕллев лартнă. Михаил Игнатьев Мемориал комплексĕн ĕçне витĕм кӳнĕ пур çынна та чĕререн тав тунă. Халăх  вырăнта «Ниме» йăла-йĕркене тĕпе хурса ĕçленĕ, ку чи пахи. Николай Гаврилов хăйĕн сăмахĕнче МИ-2 вертолет шăпи пирки каласа кăтартнă. Çамрăк шăпăрлансене Раççей Геройĕ Тăван çĕршыва юратма, вĕçевçĕ пулма ĕмĕтленме,  лайăх пĕлӳ пухма сĕннĕ.  Çак кун регион ертӳçи Турханти психоневрологи интернат ĕçĕпе те кăсăкланнă, кунта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă. Интернат директорĕ Анатлолий Бабаев хăйĕн сăмахĕнче 2014 çулта çуртăн пурлăхпа техника базине çĕнетсе улăштарма  6,8 млн. тăкакланине асăннă,  кăçал та интерната инженери инфратытăмне çĕнетме 4,6 млн. уйăрнине пĕлтернĕ. Палăртнă кун Михаил Игнатьев район халăхĕпе курнăçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусене итленĕ, тивĕçлĕ хуравсем панă. Тĕлпулу вăхăтĕнче районăн 7 уйăхри социаллă-экономика лару-тăрăвне сӳтсе явнă, пуласлăх валли тĕллевсем лартнă. Тĕплĕнрех



19 августа 2015
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter