Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Шупашкарти Покровпа Татиана соборĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Шупашкарти Покровпа Татиана соборĕнче пулнă. Паллă пулăмра унпа пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пулнă. Митрополит Варнава хăйĕн сăмахĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш çĕрĕ çине килессине мĕн-пур халăх чăтăмсăррăн кĕтнине асăннă. «Эсир çав тери мăнаçлă çын. Çветтуй Турăна пăхăнса пурăнни пуриншĕн та пархатарлă. Пире çакăн пек ырă çынна Турă пехилленĕ. Пурсăмăрăн та тăрăшса ĕçлемелле, Сирĕнтен тĕслĕх илмелле. Турăпа яланах пĕрле пурăнма тăрăшмалла», - тенĕ вăл. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл пухăннисем умĕнче, ăна чăваш çĕрĕ çине килме питех те кăмăллă пулнине каланă. «Ют çĕршывсенче, Раççейри регионсенче те пĕр хутчен çеç мар пулнă. Чиркӳ пурнăçĕ куç умĕнчех ырă енне улшăнса пыни çав тери савăнтарать. Çитĕнекен ăру Турăн пĕлтерĕшне ăнланса ӳсет.  Çамрăк мăшăрсем венчет тăма чирӳсене çӳреççĕ, ачасене тĕне кĕртме храмсене илсе килни те çав тери сăваплă. Халăхра турăна ĕненесси пурнăçа кĕрсе пырать,  асăннă ĕçсем шăпах та çакна çирĕплетеççĕ.  Çирĕп ĕненӳ Турăпа çынна пĕрлештерсе тăрать. Йывăр вăхăтра пире çухалса кайма памасть, Турăна шанса, малалла ăнтăлма пурсăмăра та хистет, Турă яланах пирĕнпе юнашар. Енчен те эпир Турăна чун-чĕререн, ăс-тăнпа ăша хывса пурăнатпăр пулсан, пире çĕнтерме йывăр. Информаци технологи те тепре чухне çынăн ăс-тăнне хавшатать. Çапах та, Эпĕ шанатăп, эсир ĕненĕве çирĕп тытса пырасса», - тесе пехилленĕ пухăннисене Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнавăна халăх тĕнне упраса хăварассишĕн пĕтĕм чунран ĕçленĕшĕн тав тунă. «Эсир чăваш халăхне мĕнле ĕненсе пурăннине туятăп. Чăваш Енре пурăнакансем сире шанни, юратни куçкĕретех. Малашне те Чăваш Енре чиркӳ пурнăçĕ хисеплĕ аталанса пытăрччĕ», - тесе каланă  Çветтуй Патриарх. «Нумай наци халăхлĕ регион малашне те тăнăçлăхра, Турăна ăша хывса, тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркине, культурине ăнланса, килĕштерсе пурăнăр. Чăваш Енре халăх мирлĕ пурăннишĕн Сирĕн умăрта пуç таятăп. Малашне те çакăн пек пултăр, Сире  Турă сыхлатăр», - тенĕ. Михаил Игнатьева уйрăмах Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл чĕререн тав сăмахĕсем каланă: «Эсир Чăваш Енре пурăнакансемшĕн ырă ĕçсем тăватăр, чиркӳ пурнăçне пысăк витĕм кӳретĕр, тăван ен халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа ĕçлетĕр. Турăшăн та малашне те çакăн пекех пултăр, патшалăх влаçĕпе Чиркӳ яланах пĕр-пĕринпе ăнланса, килĕштерсе ĕçлетĕр. Турăпа пĕрле пурăнмалла пултăрччĕ», - тенĕ вăл.  Хăй чăваш çĕрĕ çине килсе кайнă пулăма асăнса Раççейĕн ăс-хакăл символне çирĕплетекен Турă Амăшĕн   иконине асăнмалăх парса хăварнă. Тĕплĕнрех



02 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter