Шăмăршăра социаллă пулăшу памалли çĕнĕ корпус хута янă

 Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шăмăршăра халăха социаллă пулăшу памалли центр çумĕнче çĕнĕ корпус хута янă.  Палăртнă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ  Сергей Морозов, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ  Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чĕмпĕр облаçĕн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Анатолий Бакаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чĕмпĕр облаçĕн халăха ĕçпе тивĕçтерес тата социаллă пулăшу парас Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Екатерина Сморода хутшăннă. Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Михаил Игнатьев пурне те Туслăх уявĕпе саламланă.  Патшалăхăн социаллă программине тĕпе хурса, Раççей Пенси фончĕпе килĕшсе Шăмăршă районĕнче хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен çĕнĕ объект хута кайнине асăннă, асăннă объектăн строительство ĕçне 42 млн. тенкĕ уйăрнине каланă. «Шанатăп, çак çуртра ватăсене пулăшупа тивĕçтерме, ветерансен пурăнас кун çулне тăсма пур услови те çителĕклĕ пуласса», - тенĕ регион ертӳçи, республикăра пурăнакансене социаллă пулăшусемпе тивĕçтерни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. «Таса чунпа палăртса калатăп, эпир ветерансемшĕн яланах тăрăшса ĕçленĕ, вĕсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илсе пур ĕçе те туллин пурнăçланă, малашне те çакăн пекех ырă ĕçсем тума тăрăшатпăр», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Кăçалхи çул федераци тата республика хыснисенчен ветерансене социаллă пулăшусемпе тивĕçтерме пурĕ 786 млн. тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. Сергей Морозов çакăн пек илемлĕ уява вĕсене чĕннĕшĕн чĕререн тав тунă, социаллă тытăмра хăйсем патĕнче пирĕн паха опыта тĕпе хурса ĕçлесси пирки каланă. «Пире культура, йăла-йĕрке тата ытти тытăмри ĕçсем пĕр-пĕринпе çыхăнтарса тăраççĕ. Тăтăшах сирĕнпе тĕл пулса, сирĕн лайăх опыта хамăр тăрăхра усă курма тăрăшатпăр», - тенĕ сумлă хăна, ветерансене çĕнĕ çурта куçнă ятпа саламланă. Торжествăлла пулăм хыççăн, пухăннисем çуртăн шалти пайĕпе кăсăкланнă, ветерансен пурнăç условийĕн шайĕпе паллашнă, ватăсемпе ăшпиллĕн калаçнă. Тĕплĕнрех



20 августа 2015
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter