Пĕрлехи информаци кунĕсем ирттерни Чăваш Енре пурăнакансемшĕн питĕ усăллă

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информаци ушкăнĕсем республикăри районсемпе хуласенче халăхпа, предприятисемпе организацисенче ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Ку хутĕнче ял хуçалăх, çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленес ыйтусем тавра канашланă, пушарсенчен сыхланас, шывра инкек пулассинчен асăрханасси пирки сӳтсе явнă, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем çинчен калаçнă. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче ертӳçĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă. Çак палăртнă кун республикăра пурĕ 625 тĕлпулу ирттернĕ, 12 пин çынпа курнăçнă. Палăртатпăр, Пĕрлехи информаци кунĕ кашни уйăрах республикăра пулать. Тĕрлĕ шайри влаç тытăмĕсенче тăрăшакансем халăхпа курса калаçаççĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусене итлеççĕ. 2011-2014 – мĕш çулсенче пурĕ  информаци кунĕ 38 хуччен иртнĕ, 8,8 пин патнелле ял тăрăхĕсене çитсе килнĕ, предприятисемпе организацисенче 20 пин ытла тĕлпулу йĕркелесе ирттернĕ, пурĕ тăватă çул хушшинче çак мероприятисене 439 пин çын хутшăннă. Кăçалхи çул пĕтĕмпе республикăра Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ 6 хут иртнĕ, пурĕ  2,6 пин патнелле тĕлпулусем ирттернĕ, 60 пин çынпа курнăçнă. «Республикăн пурнăçĕ пирки çынсен пĕлмелле. Чи пахи хыпарсене ертӳçĕсем хăйсем каласа кăтартни. Эпĕ хам та час-часах çак тĕлпулусене тухатăп, халăхпа курнăçатăп. Çакăн йышши мероприяти пире тата та витĕмлĕрех ĕçлесе пыма пулăшать, нумай ыйтусене вăхăтра татса пама пулать, халăх та кăмăллă юлать», - тесе каланă хăй шухăшне Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев.  



20 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter