Кӳршĕллĕ регионсенсем пĕр-пĕрин пуян опытне тĕпе хуни, спорт, культура, экономика тата ытти тытăмра та килĕшсе ĕçлени куçкĕретех

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Чĕмпĕр облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов, Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕн çумĕ  Павел Колобков ытти сумлă хăнасем Шăмăршă районĕнче Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн Туслăх уявне хутшăннă. Савăнăçлă уявра пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе куракансене савăнтарнă. Икĕ регион хăйсен йăли-йĕркипе çыхăннă культура куравĕсене хатĕрлесе тăратнă. Палăртнă уявра «Кĕрешӳ» чăвашсен авалхи спорт вăййи тата лашасемпе чупса ăмăртас мероприятисем иртнĕ.  Уява уçнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев икĕ регионăн туслăхĕ мĕн ĕмĕртен упранса пынине асăннă, юнашар вырнаçнă кӳршĕллĕ халăх пĕр-пĕрин пуян опытне тĕпе хунине, культура, экономика тата ытти тытăмра та килĕшсе ĕçлени куçкĕретех пулнине асăннă. Туслăх уявĕ икĕ региона пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме витĕм кӳнине, çыхăнăва анлăлатма пулăшнине палăртнă Михаил Игнатьев. Пĕрле килĕшсе йышăннă проектсене те пурнăçа кĕртсе пыма ансатланнине каланă. Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов çак уява ирттернĕшĕн, вĕсене ырă кăмăлпа хисеплесе чĕннĕшĕн чăваш халăхне тав сăмахĕсем каланă. Раççей спорт Министрĕн çумĕ Павел Колобков хăйĕн саламĕнче сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн спорт, туслăх пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Чи пахи, Чăваш Ен çак ăнлавсене питĕ лайăх пĕлет, яланах тĕп вырăна хурать», - тенĕ Министр çумĕ. Спортра çĕнтернисене сумлă хăнасем кубоксем тата дипломсем парса чысланă. Тĕплĕнрех



20 августа 2015
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter