Республикăри наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăри наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Комиссийĕн ĕçне наркотиксене хирĕç кĕрешекен Патшалăх комитечĕн аппарат ертӳçин çумĕ - Атăлçи федераци округĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕ Борис Жгучев хутшăннă. Ларăва уçнă май, регион ертӳçи республикăра тĕрлĕ служба ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе ăнланса эффективлă ĕçленине кура, асăннă ыйтупа лару-тăру аван пулнине палăртнă. Атăлçи федераци округĕнчи ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Енре наркотиксемпе алхасакансен йышĕ темиçе хут та пĕчĕкрех пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Паянхи кун регионта çула çитмен ачасене пĕрремĕш хут учета илнин шучĕ ӳсни пăшăрхантарать. Ыйтса пĕлнĕ тăрăх, çамрăксем наркăмăш çинчен Интернет урлă хыпарсене пĕлеççĕ. Каçхи барсенче те кулленех наркотиксене сутни сисĕнет. Ку ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине уйрăммăн палăртса хăварнă вăл, обществăлла организацисене явăçтарсан вырăнлă пулнине палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче наркотикпа сывлăхĕсене амантнисене медицина тата ăс-хакăл тĕнчине ырă енне улăштарма социаллă пулăшупа тивĕçтернине асăннă. Раççей Федерацийĕн Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Евгений Барсуков хăйĕн сăмахĕнче регионта йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем пирки каласа хăварнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Чăваш Енри Патшалăх службин ертӳçи   Сергей Викторов çынсене ĕçпе тивĕçтерни пирки чарăнса тăнă. Вăл наркотиксăр пурăнма пултарайман çынсене усал ĕçрен пăрса ĕçе явăçтармаллине палăртнă. «Сывă наци»  Чăваш Республикинчи обществăлла организацин  Председателĕ Кирилл Лукин хăйĕн докладĕнче «Пурнăç патне пымалли картлашкасем»  проект хатĕрлени çинчен каласа кăтартнă. Регион ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче çакна та палăртса хăварнă: «Ачасене тĕрлĕ кружоксене, спорта явăçтармалла, ун чухне вĕсен усал ĕçпе алхасма вăхăт юлмасть. Ун чухне вĕсене ытларах тĕрĕс пурнăç çулне суйласа илме май парать», - тенĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов шкулсенче ачасемпе вĕрентекенсем тăтăшах воспитани панине асăннă. «Ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене наркотикпа алхасассинчен асăрхаса тăмалла. Енчен те хыпарсене пĕлетпĕр пулсан, вĕсене пытармалла мар, специалистсене çийĕнчех каласа кăтартмалла. Профилактика ĕçне йĕркелесе ирттерни темрен те паха. Пирĕн наркотика хирĕç кĕрешмелле, хăрушă япалана алхастармалла мар», - тенĕ ларăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



21 августа 2015
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter