Ачасене хушма пĕлӳ парас ĕç кăтартăвĕпе Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсем хушшинче чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан вунă регион шутне Чăваш Ен кĕнĕ

 Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  кашни çул çурла уйăхĕнче ирттерекен педагогсен  ĕçлĕ канашлăвне хутшăннă. Палăртнă конференци ĕçне республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем, тĕрлĕ вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳçисем, общество пĕрлешĕвĕсен членĕсем, педагогика ветеранĕсем пухăннă.   Пленар канашлăвне пуçтарăннă ĕçтешсене саламланă май, Михаил Игнатьев вĕрентекенсен ĕçĕ пысăк яваплăха туйса ĕçлеме хистенине палăртнă. «Эсир ачасен пĕлĕвне аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăратăр. Сирĕн  пул­та­рулăха пула шкул ачисемпе студентсем хăйсене малашнехи пурнăçра çын­лăх тата професси тĕлĕшĕнчен ӳсме шанчăклă никĕс хывакан паха пĕлӳ илеççĕ», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. 2020-мĕш çулччен регионта тата та 17 шкул хута ярассине, 2025 çул тĕлне çĕнĕ шкулсен шучĕ 30-тан иртесси пирки пĕлтернĕ регион ертӳçи. «Ачасем паян мĕн пĕчĕкрен хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен шкул хатĕрĕсемпе усă курма вĕренсе пыраççĕ. Тĕнчене хăйсен куçĕпе курса хаклама вĕренсе пыраççĕ», - палăртнă вăл. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче вĕренӳ тытăмĕнчи ĕçсем пирки чарăнса тăнă, çитĕнӳсемпе йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем тавра калаçнă. Çитес  çулсем валли лартнă тĕллевсене палăртса хăварнă. Юлашки çулсенче патшалăх вĕренӳ тытăмне пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă, приоритетлă ыйтусенчен пĕри тенĕ. Асăннă тытăма бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ те çулсерен ӳссе пыни пурне те савăнтарать. 2010-мĕш çултанпа пурĕ ача садне – 41, çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата та 7 объект хăпартса лартма тĕллев лартнă. Шкулсенче инфратытăма пĕтĕмпех çĕнетнĕ.  Владимир Иванов çакăн пекех çамрăксене професси пĕлĕвĕ илме пулăшасси çине тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Ачасене мĕн ачаран хăйсене кăмăла каякан профессине юратма вĕретесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине каланă. «Технологи» предмечĕ вĕрентӳ программинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмаллине палăртнă. «Республикăра ĕç кадрĕсем ытларах кирлĕ. Паянхи пурнăç таппинче техникумсен пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Владимир Иванов. Ачасемпе çамрăксене воспитани парас тытăмра патшалăх политикин Раççей Вĕренӳ министерстви çумĕнчи Департамент директорĕ Александр Страдзе  хăйĕн сăмахĕнче вĕренӳ пайĕнчи патшалăх витĕмлĕхĕ пирки каласа кăтартнă. Çĕршывра вĕренӳ ĕçне çулсерен модернизациленине асăннă. Программăна çĕнетсе, ачасене пĕлӳ парассине çĕнĕ стандартсене тĕпе хурса ĕçленине каланă.  Шкул çулне çитмен ачасене пĕлӳ парас ĕç Чăваш Енре лайăх пулса пынине асăннă сумлă хăна. «Республикăра çак ĕç ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Ачасене хушма пĕлӳ парас ĕç кăтартăвĕпе Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсем хушшинче ăнăçлă ĕçлесе пыракан вунă регион шутне Чăваш Ен кĕрет», - тесе уйрăммăн ырласа хăварнă.  Çакăн пекех Чăваш Енре пултаруллă яш-кĕрĕме пулăшассипе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса каланă Департамент директорĕ Александр Страдзе.  «Çитĕнӳсем те куç умĕнчех. Çак тĕслĕхе РФ ытти регионĕсенче те тĕпе хурса ĕçлесен лайăх пулнă пулĕччĕ», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Ял тăрăхĕсенче спорта çӳреме условисем йĕркелесе паракансене те уйрăммăн палăртса чĕререн тав сăмахĕсем каланă. «Эпир палăртнă плана Чăваш Ен туллин пурнăçларĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленме  куçарса панă субсидисене те вăхăтра кирлĕ пек илсе эффективлă усă курнă.  Ку çав тери пысăк ĕç! Чăваш Ен Раççейре ăнăçлă ĕçлекен виçĕ регион шутне кĕчĕ», - тенĕ Александр Страдзе. Ларура Чăваш Республикинчи шкулсемпе ача сачĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнисене, 200 пин илме май паракан свидетельство парса чысланă. Вĕрентӳ пайĕнче яваплăха туйса ĕçленĕ, ыттисенчен çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă.  Тĕплĕнрех



21 августа 2015
11:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter