Михаил Игнатьев наркотиксене хирĕç кĕрешекен Патшалăх комитечĕн аппарат ертӳçин çумĕпе - Атăлçи федераци округĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕпе Борис Жгучевпа тĕл пулнă

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев наркотиксене хирĕç кĕрешекен Патшалăх комитечĕн аппарат ертӳçин çумĕпе - Атăлçи федераци округĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕпе Борис Жгучевпа тĕл пулнă.   Ĕçлĕ канашлăва Раççей Федерацийĕн Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Евгений Барсуков хутшăннă. Регион ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче çамрăксем хушшинче наркăмăшсене сарассинчен асăрханас ыйту питĕ актуаллă пулнине асăннă. «Палăртнă ыйтăва республикăра эпир çирĕп тĕрĕслесе тăратпăр,  малашне те кун йĕркинчех тытса тăрăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Борис Жгучев регионăн ĕç кăтартăвне пысăка хакланă. Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, Чăваш Ен лайăххисен шутĕнче. Тĕрлĕ службăра ĕçлекенсем тивĕçлĕ, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени куçкĕретех, профилактика ĕçĕсем те çӳллĕ шайра пурнăçланнине каланă Борис Жгучев. «Чăваш Республики паян инфратытăм енчен кăна аталанса пымасть, спорта, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Шăпах та, çак ырă енсем çамрăксене усал ĕçпе аппаланассинчен пăраççĕ», - тенĕ вăл.  Регион ертӳçи çамрăксем спорта юратнине, обществăлла ĕçсене лайăх хутшăннине, хăйсен сывлăхне упрама пĕлнине уйрăммăн палăртнă. Тĕплĕнрех



21 августа 2015
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter