Мĕн авалтан чăваш халăхĕ хăмла лартса çитĕнтернĕ, ку пирĕн пуянлăх

 Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Етĕрнере Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин, Етĕрне районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, «Ленинская искра» колхиз председателĕ пулнă Аркадий Айдак палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. Регион ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче Аркадий Айдак Чăваш Республикишĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ çын пулнине асăннă. Унран пирĕн тĕслĕх илмеллине палăртнă.  Пирĕн чĕремĕрсенче унăн пархатарлă ячĕ ĕмĕрех асра пулĕ тенĕ. «Аркадий Павлович Айдак çамрăксене яланах юратнă. Тăван çĕршĕн ырми-канми ĕçленĕ»,  - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Çак кун «Опытно-показательное хозяйство «Ленинская искра» колхозри хăмла пахчипе те кăсăкланнă. Хуçалăхра вырма ĕçĕсем хĕрӳ пыраççĕ, уйра пиллĕк комбайн ĕçлет. Кĕрхи культурăна акса хăварма çĕртме хатĕрлеççĕ, вĕсем çулсеренех пурĕ 3686 га çĕр лаптăкне тирпейлесе акса тăраççĕ. Колхоз председателĕ Валерий Герасимов хăмла пахчи вĕсен 22 гектар йышăннине пĕлтернĕ, çак ĕçпе вĕсем 1972 çултанпа ĕçленине каланă. Маргарита Иванова хăмла пахчинче 33 çул ытла тăрăшать, пĕлтĕрхи çул вĕсем хăмлана 30 танна патнелле пуçтарса кĕртнине пĕлтернĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев паянхи рынокра хăмла хакĕ аван пулнине асăннă. «Предпринимательсем енчен те çак культурăпа ĕçлес теççĕ пулсан, вĕсене витĕм кӳме яланах хатĕр. Чăваш халăхĕшĕн хăмла паха культура шутланать. Мĕн авалтан чăваш халăхĕ хăмла лартса çитĕнтернĕ. Ку пирĕн пуянлăх», - тенĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Çĕр ĕçченĕсене пурне те тав тунă.  Тĕплĕнрех

 

 



22 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter