Шăмăршă районĕнчи хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ

Шăмăршă районĕнчи хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Августăн 24-мĕшĕ тĕлне илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5583 гектар (56 процент) пухса кĕртнĕ. Вырма ĕçĕсем «Новый путь», «Правда», «Авангард», «Алмаз» хуçалăхсенче, Г. Исаев, Ю. Никифоров, С. Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче уйрăмах кал-кал пыраççĕ. Уй-хирте пурĕ 25 комбайн ĕçлет, тĕш тырăсен вăтам тухăçĕ - 22,5 центнер.

Кĕр аки вăхăчĕ çитрĕ. Кĕр тыррисене акма çĕр 2650 гектар (75 процент) хатĕр-ленĕ. Ака ĕçĕсем те пуçланнă, ку ĕçе пурĕ 720 гектар çинче пурнăçланă. Кĕр аки «Новый путь», «Правда» хуçалăхсенче, В. Узянов, А. Григорьев хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ăнăçлă пуçланнă.

Çĕр улми кăларасси те сарăлсах пырать. «Журавлев», В. Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» общество ĕçченĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кĕрхи çĕртме сухи 511 гектар тунă. Ку енĕпе «Правда», «Алмаз», «Новый путь» хуçалăхсем малта пыраççĕ.



24 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter