Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Етĕрне хулине 425 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Етĕрне хулине 425 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă, «Аслă хула» паркра Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче ĕçлекен предприятисемпе организацисем хатĕрлесе тăратнă курава пăхса çаврăннă. Регион ертӳçи Етĕрне халăхне юбилей ячĕпе тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавĕ кунĕ ячĕпе саламланă. «Район та хула та пĕр пек лайăх аталанса пыраççĕ. Вырăнти халăх пурнăçĕ аван пултăр тесе сахал мар укçа-тенкĕ хываççĕ. Нумай ĕçе пурнăçланă, тĕллевсем татах та пур. Хамăрăн хуламăра, яла, кил-çуртăмăра, Чăваш Енпе Раççейĕмĕре юрататпăр. Çынсем çĕршывăмăрăн историне лайăх пĕлеççĕ, ăна яланах асра тытаççĕ. Мĕн пуррине упраççĕ, пуласлăх çине пысăк шанăçпа пăхаççĕ», - тенĕ  вăл. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев вырăнти халăха хăйсен хулине хисеплесе пысăка хак панăшăн, юратнăшăн ырланă. «Сире пула, хулан сăн-сăпачĕ илемленсе хитреленчĕ. Çулран çул вăл капмарланса, тата та илемлĕрех çĕкленсе пырать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Етĕрне хулин ĕçченĕсене, хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. 3-мĕш №-лĕ шкул директорне Татьяна Кузнецовăна, Етĕрнери тĕп больницин хирурги уйрăмĕн заведующийне Николай Теплова, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн муниципаллă предприяти директорне Викентий Фоланина тав çырăвне парса чысланă. Чăваш Республикин халăха социаллă пулăшу паракан тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята Чăваш Республикинчи  инвалидсен обществăлла организацийĕн вырăнти уйрăмĕн председательне Зоя Ильинана панă. «Сурстройсервис» ТМЯП директорне Лариса Спасовăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ ятпа парса чысланă. Уявра ытти наградăсене те панă. Палăртнă пулăма аякран килнисем хăйсен савăнăçăсем пирки каласа кăтартнă. Чулхула облаçăнчен «Любава» ушкăн  кашни çул тенĕ пек çак хула кунне килнине асăннă, яланхиллех вĕсем уявпа питĕ кăмăллă юлнă. Марий Эл ушкăнĕ Етĕрне халăхĕ килĕшнине, тепĕр çул та килме хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



24 августа 2015
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter