Михаил Игнатьев «Август» АХП ертӳлĕхĕпе тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Август» АХО генеральнăй директорĕпе Александр Усковпа тата «Август» АХО фирмăн «Вурнарский завод смесевых препаратов»  филиалĕн директорĕпе Владимир Свешниковпа тĕл пулнă.  Регион ертӳçи предприятийĕн малашлăхра пысăк пуласлăх пуррине, таварсен калăпăшне организаци ӳстерсе пынине палăртнă. Александр Усков хăйĕн сăмахĕнче чăннипех те пĕлтĕрхипе танлаштарсан ĕçсем лайăхрах пулса пынине палăртнă, таварсене сутасси те курăмлăн пурнăçланнине асăннă. «Хаксем вăтамран 40 процента çити хăпарнă, ку паллах, импорт таварсем хаклă тăнине кура ӳснĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан таварсем лайăх сутăнаççĕ», - тесе пĕлтернĕ регион ертӳçине. Утă уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕ таран налуксене вĕсем 1 млрд тенкĕ куçарса панине асăннă, вĕсенчен 300 млн. Чăваш Республикин хыснине юлнине палăртнă. Нумаях пулмасть Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Беларусь Республикинче пулнă чухне «Август» фирмăн «Август-Бел» АХО филиалĕпе паллашма май килнине асăннă. Ку завод паянхи пурнăç таппипе тӳр килекен пысăк технологиллĕ производство шуталанса тăрать. Александр Усков хăйĕн сăмахĕнче Вăрнарти филиалăн производствине реконструкцилеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев предприяти ертӳçисене малашне те лайăх аталанса ĕçлеме ăнăçусем суннă. «Вурнарский завод смесевых препаратов» филиал Раççейре те паллă. Кунта курăка имçамлама тĕрлĕ хими препарачĕсем кăлараççĕ, пурĕ вĕсем 50 тĕрлĕ пестицидсем калăплаççĕ, ял хуçалăх тытăмне таварсемпе туллин тивĕçтереççĕ. Çулталăкне предприяти 50 пин тонна тавар калăплать, вĕсен таварĕсемпе Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсенче тата ют çĕршывсенче те анлăн усă кураççĕ.  Тĕплĕнрех

 



24 августа 2015
13:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter