"Тыр-пула уйран пухса кĕртме мĕнпур вăя хурса ĕçлемелле", - тесе палăртнă Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе кашни эрнере пулакан планеркăра

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ паланерка ирттернĕ. Республикăри вырма тата кĕрхи культурăна акса хăварма çĕртме ĕçне еплерех пурнăçлани пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тĕплĕн каласа кăтартнă. Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ республикăра  325 тонна тыр-пула пухса кĕртнине асăннă. Чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан районсем: Муркашсем, Вăрнарсем тата Çĕрпӳсем.  Çĕр улмине 438 гектар çĕр çинчен пуçтарса кĕртме те ĕлкĕрнĕ. Иртнĕ кану кунĕсенче Шупашкарта, Çĕмĕрлере,  Канашра, Улатăрта улма-çырла, пахча-çимĕç сутма ятарлă ярмăрккасем ĕçленине асăннă. Çак ĕçе пурнăçлама пурĕ республикипе 40 вырăн хатĕрленине пĕлтернĕ. Вăл шутран Шупашкарта – 24, Çĕнĕ Шупашкарта - 6, Канашра – 1, Çĕмĕрлере – 3, Улатăрта – 6 вырăн пулнă. Сутуçăсене таварсене сутма тӳлевсĕр вырăн  хатĕрлесе тăратнă.  Ватăсене яланхиллех киле çити пахча-çимĕçе çитерсе панă. Чи пахи таварсен хакĕсем самай пĕчĕк пулни савăнтарать çынсене. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин  кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕ таран промышленноç предприятийĕсен ĕç кăтартăвĕпе паллаштарнă. Çичĕ уйăх хушшинче промышленноç производствин индексĕ 91,8 процентпа танлашнине палăртнă, çитес вăхăтра тата та ӳссе пырассине каланă. Промышленноç предприятийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçин шайĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 6 процента çити ӳснине асăннă. Хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе йĕркелесе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл пур ĕç те графикпа килĕшӳллĕн пурнăçланнине палăртнă. Коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 85 процента çити хатĕрлесе çитернине пĕлтернĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлес ыйту çинчен те чарăнса тăнă. 2014-2015 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнĕренпе ЖКХ пайĕн парăмĕ энергорессурсемпе усă курнăшăн 14 процента çити чакнине каланă. Докладсене итленĕ хыççăн Михаил Игнатьев çапла пĕтĕмлетнĕ: «Ăшăпа халăха вăхăтра тивĕçтермелле, графикран юлмалла мар. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра эффективлă ĕçлемелле. Вĕсем хăйсем çине илнĕ яваплăха пĕлсе туллин пурнăçламасан, ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн хаксене ӳстерсе, саккуна хирĕç ĕçлесен вăхăтра явап тыттармалла», - тенĕ.



24 августа 2015
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter