Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса палăк тата Николай Чудотворец чиркĕвне хута янă пулăма хутшăннă. Унпа пĕрле мероприятире Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава тата ытти официаллă хăнасем пулнă. Пупăлькасси ялне 220 çул çитнĕ ятпа  уява пухăннисене саламланă. «Чаплă уява ирттерме халăх йышлăн пухăннă. Чăваш халăхĕшĕн ырă йăла-йĕрке яланах тĕп вырăнта тăнă. Çак вăй шăпах та пире пурсăмăра та йывăрлăхсене çĕнтерме, пысăк çитĕнӳсемпе ĕçлеме вăй кӳрет», - тенĕ регион ертӳçи.  Кăçалхи çул халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине анлăн паллă тăвать. «Республикăра сахал мар ĕç пурнăçланă. Палăксене пĕтĕмпех çĕнетсе илемлетнĕ. Етĕрне тăрăхĕнчен вăрçă хирне 10 пин салтак тухса кайнă, вĕсенчен çурри те каяла таврăнайман. Çак пĕчĕк çеç ялтан та 68 çын вăрçăра пулнă, пирĕн çĕршыва хӳтĕленĕ», - тенĕ вăл. Пупăлькасси ял халăхне Часовня хăпартса лартнăшăн чĕререн тав тунă. Сăмаха май, нумаях пулмасть, Чăваш Республикинче Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайни пирки каласа кăтартнă. «Çак икĕ палăк харăсах çĕкленсе ларни пире пурсăмăра та пурнăçра килĕшсе, ăнланса пурăнма пулăшать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава хăйĕн пехилĕнче çак ялта пурăнакансем пĕр килти пек туслă пулнине асăннă. Пурне те Турăпа пĕрле килĕшсе пурăнма чĕнсе каланă. «çак чиркĕве килсе сирĕнтен кашни паттăр салтаксене, хăвăрăн çывăх çыннăрсене асăнса кĕлĕ вулĕ. Турă пĕтĕмпех сире итлет, пулăшать», - тенĕ вăл.  Ялти халăх çак икĕ асăну вырăнĕ пулнăшăн чунтан савăннă. Галина Семенова ĕçсене мирпе, пĕтĕм халăхпа пĕрле пурнăçланине палăртнă. Николай Вавилов çак уявсене кĕтсе чунтан хĕпĕртесе ĕçленине асăннă. Хыççăн регион ертӳçи ял уявне хутшăннă, ĕçре хастаррисене патшалăх наградисем парса хавхалантарă. Савăнăçлă пулăмра хăнасем ятарлă куравсене пăхса çаврăннă, ăсаçăсен япалисене курса киленнĕ. Валентина Семенова тата Зоя Николаева уява мĕне тĕпе хурса ирттерни пирки каласа кăтартнă. Чăн-чăн çемье уявĕ пулнине, тус юлташсемпе пухăнса савăнмалли пулăм пулнине асăннă, ватти-вĕтти пухăнса уявпа савăннине каланă. Тĕплĕнрех



24 августа 2015
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter