Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш №-лĕ çăкăр заводĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Чебоксарский хлебозавод № 1» ТМЯО пулнă. Михаил Игнатьев çĕнĕ цехри таварсене пăхса çаврăннă, производство еплерех аталаннипе кăсăкланнă. Елена Бадаева çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ хăйĕн сăмахĕнче вĕсен предприятийĕ таварсен пахалăхĕпе те хисепĕпе те халăха туллин тивĕçтернине асăннă. Завод калăплакан таварсенчен 30 проценчĕ республикăна юлнине палăртнă. Хальхи вăхăтра предприятире 290 тĕрлĕ тавар калăплать, кунсерен 45 тонна тавар хатĕрлесе кăлараççĕ. Вĕсен пахалăхлă çимĕçĕпе республикăра çеç мар, регион тулашĕнче те çынсем анлăн усă кураççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев кунта тăрăшакансен ĕçне пысăка хакланă, таварсем пахалăх енчен çӳллĕ шайра тăнине асăннă. «Сирĕн заводра пулма питĕ кăмăллă. Çулсерен завод илемленсе, çĕкленсе, модернизациленсе пырать. Экологи енчен апат-çимĕç паха пулни чи лайăххи. Ĕçлекенсен шалу укçи те ӳссех пырать. Çăкăр пĕçерекенсем те тулли кăмăлпа ĕçлеççĕ, финанс тĕлĕшĕнчен те предприяти ура çинче çирĕппĕн тăрать, никам умĕнче те сирĕн парăмсем çук», - тенĕ вăл. Предприятине савăнăçлă лару-тăрура Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Хисеп грамотипе чысланă, Елена Бадаевăна завода эффективлă ертсе пынăшăн, кунта тăрăшакансене ырласа тав тунă. Елена Бадаева малашне те 800 çын ĕçлекен завод эффективлă ĕçлессине шантарса хăварнă. Михаил Игнатьев ĕçлекенсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Тĕплĕнрех



24 августа 2015
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter