Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйсен Генеральнăй штабĕн пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн регионĕсен ертӳçисемпе видеоконференци ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Екатеринбургри Тĕп çар округĕн Штабĕн армийĕн генералĕ, Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Герасимов Раççей Федерацийĕн регионĕсен ертӳçисемпе видеоконференци ирттернĕ. Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Пулăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн ертӳçи Вениамин Петров, Чăваш Республикин Гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн тĕп управленийĕн ертӳçи Станислав Антонов, Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управлеийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен Министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев, Чăваш Республикин çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Исаев хутшăннă. Валерий Герасимов хăйĕн сăмахĕнче хĕç-пăшаллă вăйсем «Центр-2015» стратегиллĕ команда-штаб вĕрентĕвне çарсене хатĕрлеме тытăннине палăртнă. 2013 çултан пуçласа çак ĕçе патшалăх влаçĕн федераци органĕсем çеç мар, РФ регионĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те явăçтарнине уйрăммăн палăртса каланă. Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйсен Генеральнăй штабĕн пуçлăхĕ регионсен ертӳçисем умне тĕллевсем лартнă, стратегиллĕ команда-штаб вĕрентăвĕн йĕрки пирки тепĕр хут аса илсе хăварнă. Хальхи вăхăтра Тĕп, Хĕвел анăç, Хĕвел тухăç федераллă округсенче «Центр-2015» вĕрентĕве тĕпе хурса, мероприятисен йĕркисене çирĕплетме те тытăннине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех

 



25 августа 2015
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter