Михаил Игнатьев Федераци патшалăх шута илĕвĕн, кадастрпа картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн анлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă

Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Федераци патшалăх шута илĕвĕн, кадастрпа картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн анлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Чи малтанах регион ертӳçи Управленийĕн пуçлăхĕпе  Екатерина Карпеевăпа службăн ĕç-хĕлĕпе кăсăкланнă, халăха йышăнмалли ятарлă пӳлĕмсене пăхса çаврăннă, архив ĕçĕпе паллашнă.  Екатерина Карпеева пĕлтĕрхи çул юпа уйăхĕнчен пуçласа пурĕ 131 пин ытла  ĕç хучĕсене сканер витĕр кăларнине палăртнă. Управленийĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле ертӳçĕсем анлă лару ĕçне хутшăннă. Федераци патшалăх шута илĕвĕн, кадастрпа картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи хăйсен службин ĕç кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă.  Патшалăх шута илĕвĕн ĕç кăтартăвĕпе икĕ çул хушшинче вĕсем 46-мĕш вырăнтан 12-мĕш вырăна çитнине пĕлтернĕ. Çакăн пек çитĕнӳ пурне те савăнтарать.  Çынсен хăйсен прависене регистрацилеме вăтамран пиллĕк кун иртнине палăртнă, Раççейĕпе илес пулсан çак кăтарту вăтамран 9 куна тăсăлать. Çитĕнĕве, паллах республикăра нумай функциллĕ центрсем хута кайни те пысăк витĕм кӳнине асăннă Екатерина Карпеева. Паян патшалăх тата муниципаллă пулăшусемпе НФЦ ытларах тивĕçтереççĕ. Пухăннисем Чăваш Республикинчи Геоинформаци тытăмĕ пирки те канашланă, Росреестр пайĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сӳтсе явнă, вĕсене татса парассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев пурне те эффективлă ĕçленĕшĕн ырласа тав тунă. Влаçа шанасси, эсир курăмлă ĕçленинчен, патшалăх пулăшăвĕсемпе вăхăтра тивĕçтернинчен  сахал мар килнине каланă регион ертӳçи Михаил Игнатьев.  Управленийĕнче ĕçлекенсен ыйтăвĕсем çине хуравсем панă, канашлу вĕçĕнче Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленисене, уйрăммăн палăрнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



25 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter