Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларура пухăннисем Чăваш Республикин промышленноç политики çинчен калакан саккун проектне пăхса тухнă. Асăннă ĕç хутне Раççей Федерацийĕн промышленноç политики çинчен саккуна тĕпе хурса йĕркеленĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче саккун проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсем пирки чарăнса тăнă, çак тытăмри ĕçе пулăшусемпе тивĕçтерессине, модернизацилессине, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленессине палăртнă.  Кунсăр пуçне ларура Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çинчен калакан саккуна çĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки проекта йышăннă. Хуçасăр çӳрекен килти чĕрчунсемпе çыхăннă ятарлă мероприятисем çинчен проекта ыйтусене кĕртсе хăварнă. Документра шкулти спорта аталантарса пыма вырăнти бюджетран тăкакланассине – çаксем пĕтĕмпех вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем шутне кĕнине каланă. Чăваш Республикинче культура, социаллă пулăшу памалли тытăмра, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ, спортра пулăшусемпе тивĕçтернин хакне палăртмалли  çинчен ĕç хутне йышăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова  хăйĕн сăмахĕнче çак документа Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец хушăвне тĕпе хурса пурнăçланине палăртнă.  Мероприятисене йĕркелесе тата тĕрĕслесе тăма Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине çирĕплетнине пĕлтернĕ.  Регионта çамрăк студентсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçтерме йĕркене çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов çак ĕç хутне Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланине, çамрăк специалистсене профвĕрентӳ тытăмне хăварас тĕлĕшпе йышăннине палăртнă. Çулталăк тăршшĕпе гранта тивĕçнисем кашни уйăхра 10 пин тенкĕ илсе тăрĕç. Çакна та палăртса хăвармалла, анчах та вĕсен виçĕ çул хушши педагогика ĕçĕнче вăй хумалла. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн докладĕнче республикăра 20 информаци тытăмĕ ĕçленине палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев паян регионта пур ял тăрăхĕсенче те вырăнти каналсемпе хыпарсем пĕлменнине асăннă. «Халăх кăмăлсăрланать, пирĕн вĕсене валли те пĕр пекех условисем йĕркелесе памалла», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев, ыйтăва татса пама хушнă.  Ку хутĕнче пухăннисем реестрта тăман культура объекчĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Енчен те вĕсем пĕлтерĕшне çухатнă пулсан, кăлăхах ял илемне тĕссĕрлетсе лартнине палăртнă. Чăваш Республикин бюджетĕнчен регионти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме субсидисем валеçсе памалли çинчен калакан проекта пăхса тухнă. Çак ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, республикăри икĕ района укçа-тенкĕ куçĕ - Патăрьелпе Сĕнтĕрвăрри районĕсене. Ларура регион е тата муниципалитет шайĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсен регламентне çирĕплетнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.

 



26 августа 2015
14:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter