Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Куславкка районĕнче пулнă

 Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Куславкка районĕнче пулнă. Унпа пĕрле районта Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Сергей Димитриев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаева, Александр Никаноров районăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Михаил Игнатьев В.Н.Семенов хуçалăхĕн ĕçĕпе кăсăкланнă. КФХ директорĕ Василий Семенов кăçалхи çул çĕр улмин технологине пĕтĕмпех çĕнетнине пĕлтернĕ. Ăна валли хальхи пурнăç таппипе тӳр килекен техниксем те туяннине асăннă, 2200 тонна пахча-çимĕçе вырнаçтарма ирĕк паракан амбар хута янине пĕлтернĕ, ăна валли 14 млн укçа-тенкĕ хывнине асăннă.  Вăл каланă тăрăх, вĕсем 2010 çултанпа патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче пурĕ 6 млн. тенĕ патшалăх пулăшăвне илнĕ. Ял хуçалăх техникине туянма та чылай пулăшу пулнă. Василий Семенов Михаил Игнатьева, республика ертӳлĕхне чĕререн тав тунă: «Чи пахи хуçалăха аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелени, бизнеса çаврăнса кайма майсем тупса пани», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев агропромышленноç комплекс тытăмĕнче ĕçлесе канăва тухнă ветерансемпе курнăçнă. Паянхи кун ял хуçалăх таварĕсен хакĕсемпе питĕ лайăх условисем пулса пынине каланă. Кăçал ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшу сахал мар,  пурĕ 2,7 млрд тенкĕ куçарса панине асăннă. Регион ертӳçи Куславккара çĕр ĕçченсен кăтартăвне пысăк хак панă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлесен аван пулнă пулĕччĕ тесе сĕннĕ. Районта  А.Г.Журавлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта та çитсе килнĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕпе Владимир Ивановпа шкулти вĕрентӳ классĕсемпе ытти ятарлă пӳлĕмсене пăхса çаврăннă. Çывхарса килекен Пĕлӳ кунĕ ячĕпе вĕрентекенсене, шкул ачисене, ашшĕ-амăшĕсене саламланă.  Республикăра пур шкулсем те çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр пулнине пĕлтернĕ. «Паян учительсен тĕллевĕ – ачасене тарăн пĕлӳ парасси. Пысăк тавра курăмлă ачасем çитĕнтерсен, пуласлăх тата та лайăхрах пулĕ районăн, Чăваш Енĕн, Раççейĕн», - тенĕ вăл. Роза Федоров шкулăн ертӳçи республика ертӳлĕхне ачасене, вĕрентекенсене валли кирлĕ пек пур условисем те йĕркелесе панăшăн чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каланă, шкулта спорта çӳреме те питĕ кăмăллă пулнине палăртнă. Пурлăхпа техника бази куçкĕретех пуянланнă, ăна валли 4 млн. тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. Шкул ачин амăшĕ Маргарита Мотова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева çитĕнекен ăру çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă. «Ачасем сывă тĕрĕс-тĕкел çитĕнсен, пирĕн çĕршывăн пуласлăхĕ те çутă пулĕ», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.  Çак кун районта шкул çулне çитмен ачасене валли Кунер шкулĕ çумĕнче 25 ача валли ушкăн уçăлнă. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул çумĕнчи çуртăн ăшчиккине тирпейлесе çĕнетме 2 млн.500 тенкĕ тăкакланă. Ачасене аталанса пыма пур услови те пур. Михаил Игнатьев республикăра пурĕ ача садне  - 40, малашлăхра тата та 7 ача садне хута яма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Çитес çултан шкулсем хăпартас ĕç пуçланĕ. 2025 çулччен 30 çĕнĕ шкул çĕклесе лартма тĕллев лартнине асăннă регион ертӳçи.  Амăшĕ Людмила Шулаева ача садне питĕ кĕске вăхăтра хута янине палăртнă, ачасем ача садне çӳресе патшалăхшăн юрăхлă çынсем пулса çитĕнессине нимĕн иккĕленмесĕрех хăй шухăшне пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



26 августа 2015
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter