Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Сержантов хăйĕн сăмахĕнче çулталăк пуçланнăранпа йĕркелесе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулта Чăваш Республикин нормативлă право акчĕсене  пурĕ 848 экспертиза ирттернине, муниципаллă пĕрлешӳсен 317 уставне регистраци витĕр кăларнине каланă. Кунсăр пуçне Управлени коммерцилле мар организацисене патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларнине, вĕсен ĕç-хĕлне тишкерсе пынине палăртнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Управленийĕн коллективне эффективлă ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă, тĕрлĕ шайра тăракан влаç органĕсен ĕçтешĕсемпе пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçленине палăртнă. «Эсир, нормативлă право ĕç хучĕсене саккунпа килĕшӳллĕн йĕркелетĕр. Шанатăп, малашне те Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлессе», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ ята Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхне  Дмитрий Сержантова парса чысланă. Тĕплĕнрех



26 августа 2015
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter