«Сеспель» малалла талпăнать

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» АХО директорĕпе Владимир Бакшаевпа курнăçнă. Тĕлпулура çурма прицеп-цистернăсем туса кăларакан предприяти ĕç-хĕлне, аталану çул-йĕрне сÿтсе явнă.

Владимир Бакшаев заводра усă куракан çĕнĕ технологисемпе паллаштарнă, вĕсем продукцин пысăк пахалăхне тивĕçтерме май параççĕ. Ятарлă цистернăсен номенклатури анлă - тутăхман хурçăран тата алюмини шăранчăкĕнчен тăвакан 150 ытла модель.

Михаил Игнатьев Раççейри çакнашкал ятарлă техника туса кăларакан тĕп предприятисенчен пĕри хăйĕн конкурентлăхне ÿстерсе пынипе кăмăллă пулнине палăртнă, компание малалла аталанма тата ăнăçусем суннă.

К.ЩЕРБИГИН.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
26 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter