Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă. Унпа пĕрле çул çӳревре Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акконд» АУП генеральнăй директорĕ Валерий Иванов хутшăннă. Районта Михаил Игнатьев Амалăх ялĕнче çĕнĕ ФАП уçнă çĕре хутшăннă. Михаил Игнатьев пухăннисене çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм ячĕпе саламланă, çурта республикăри ялсенче пурĕ 100 ФАП хута яма йышăннă программăпа килĕшӳллĕн хăпартса лартнине асăннă. «Паян харăсах республикăра виçĕ ФАП уçăлнă, вĕсем: Тăвайра, Çĕрпӳре тата Каçал ен районĕнче. Çитес çулсенче тата та çĕнĕ 50 ФАП уçма тĕллев ларнă», - тенĕ вăл. Ялта пурăнакансен ячĕпе Михаил Игнатьева, вырăнти ертӳлĕхе, Чăваш Ен Правительствине Ветерансен канашĕн председателĕ Галина Перлова чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. «Тавах, сире пурсăра та. Ялта çакăн пек ФАП хута кайни – калама çук питĕ пысăк савăнăç, кунта сипленме меллĕ. Пирĕншĕн çак ĕç чăн-чăн уяв пулса тăчĕ», - тесе пĕлтернĕ халăх шухăшне. Вырăнти фельдшер, Альбина Матвеева сывлăх сыхлавĕнче 25 çул хушши вăй хурать. Малтанхи çуртăн шăпи пирки каласа кăтартнă. Кăмакапа пӳлĕме хутса ăшăтма çăмăл маррине, тепре чухне шыв çитменни те, йăлтах кирлĕ пек медицина хатĕрĕсем те çителĕксĕр пулнине асăннă. «Паян вара пĕтĕмпех çĕнĕлле, халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме аван», - тенĕ вăл. «Ялта 360 çын пурăнать, çамрăксем те аякка каясшăн мар. Çурла уйăхĕнче, кĕске вăхăтрах, тăватă туй пулса иртрĕ. Апла пулсан, пирĕн шанăç пур-ха - кĕçех çамрăк çемьесенче пепкесем те çуралĕç», - тенĕ фельдшер. Хăнасем çуртăн ăшчиккине пăхса çаврăннă, уява килнĕ халăхсемпе курса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Ен ФАПсем уçнин кăтартăвне Раççей шайĕнче чи лайăх ĕçлекен 8 регион шутĕнче. Чăннипех те, республикăра сывлăх сыхлавĕнче ырă улшăнусем пулса иртни куçкĕретех. Виçĕ çул хушшинче ФАПсен строительство ĕçне 249,5 млн. тăкакланă. Районта çак кун учительсен канашĕ те иртнĕ. Михаил Игнатьев педагогсене çывхарса килекен Пĕлӳ кунĕпе саламланă, вĕсем кирек епле вăхăтшăн та халăхра çав тери пархатарлă пулнине каланă. «Паянхи вĕрентекенсен яланах хăйсен тавра-курăмне ӳстерсе пыма тăрăшмалла. Пирĕн тĕллев – ачасене лайăх аталанса пыма майсем йĕркелесси, сирĕн - тарăн пĕлӳ парасси, çĕршыва юрăхлă çын тăвасси. Ачасем чăн-чăн патриот пулса çитĕнмелле, харпăр хăй тĕллĕн аталанма пĕлмелле», - тенĕ регион ертӳçи.  Канашлăва пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Михаил Игнатьев Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çур-йĕрĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, пуласлăх валли лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. «Эпир, хамăр çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса, туллин 100 процент таран пурнăçланă», - тенĕ вăл. «Вĕренӳ пайĕпе илес пулсан, пирĕн региона Раççей шайĕнче чи ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри тесе палăртнă. Спорт енĕпе те кăтартусем Раççей шайĕнче тĕслĕх вырăнĕнче пулни пурне те ĕçлеме хавхалантарса пырать. Шкул çулне çитмен ачасене пĕлӳ парасси те пĕтĕмпех кăтартуллă. Ялсенчи шкул спортзалĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ. Ялти çамрăксем хуларисенчен пĕрре те кая мар спортпа аталанса пыраççĕ, вĕсене валли спорт хатĕрĕсем, сооруженийĕсем çителĕклĕ. Çитес тапхăрсенче регион шкулсем çĕклесе лартма ирĕк паракан федераци программине хутшăнĕ. 2030 çул тĕлне республикăра çĕнĕ 30 шкул хута яма тĕллев лартнă. Паян шкулсене çамрăк вĕрентекенсене ытларах явăçтарма тăрăшмалла, вĕсене валли кирлĕ пек условисем йĕркелемелле. Аслă шкултан вĕренсе тухсан, яш-кĕрĕм тăван тăрăха каялла таврăнтăр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. «Хăвăр пухнă пĕлĕвĕре ачасене, ыттисене парнелеме тăрăшăр, саккунпа йĕркене пăхăнса пурăнма вĕрентĕр», - тенĕ вăл. Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке районти вĕренӳ пайĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Районта шкулсенче пурлăхпа техника бази самай пуянланнине каланă, республикăра  ытти районсемпе хуласем хушшинче çĕнĕ вĕренӳ çулне чи малтан хатĕрленсе çитнине асăннă. Палăртнă канашлура районти сумлă учительсене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. Çак кун районти ветеринари ĕçченĕсен те анлă ларăвĕ пулнă, ăна шăпах та, хăйсен професси уявне халалласа ирттернĕ.  Федераци патшалăх ветеринари службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Сергей Скворцов канашлура доклад тунă, республикăри ветеринари тытăмĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă, пуласлăх çул-йĕрĕсем çинче чарăнса тăнă. Паян пурĕ республикăра 250 ытла ветеринари службисем ĕçленине асăннă, вĕсенче 600 специалист вăй хунине пĕлтернĕ, палăртнă тытăма кулленех модернизацилесе пынине палăртнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ветеринарсем тăтăшах профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пынине кура, регионта хăрушлăх кăларса тăратакан выльăх-чĕрлĕх чирĕсем çук тесе палăртнă. Ку паллах, шăпах та вĕсен тивĕçĕ пулнине асăннă. Пухăннă ĕçтешсене саламланă май, професси халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Пурне те хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Людмила Ефимова Чăваш Енри ветеринари лабораторийĕн директор çумĕ çак асăннă тытăм регионта лайăх аталанса пынине пĕлтернĕ, Правительство пулăшăвне вĕсем туйнине палăртнă. Михаил Игнатьев ĕçре хастаррисене наградăсем парса чысланă. Çак кун хăнасем Тăвайра «Акконд - агро» фирма хатĕрлесе тăратнă куравпа паллашнă. Тĕплĕнрех



27 августа 2015
17:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter