Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Элĕк районĕнче пулнă

 Çyрла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Элĕк районĕнче пулнă. Унпа пĕрле ĕçлĕ çул çӳревре Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ  Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Мидуков тата Николай Ванеркин, район ертӳлĕхĕ çӳренĕ. Михаил Игнатьев районта сĕт-çу фермине уçнă çĕре хутшăннă. Регион ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче «Новый Путь» хуçалăх республикăри чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри пулнине каланă. «Çулсерен вĕсем выльăх-чĕрлĕх шутне ӳстерсе пыраççĕ, тухăçĕ те куçкĕретех. Хуçалăх паянхи пурнăç таппипе тӳр килсе ĕçлет, çĕнĕ технологисене тĕпе хурать», - тенĕ вăл. Элĕк районĕнче ял хуçалăх пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине асăнса хăварнă регион ертӳçи. Сĕт сăвăмĕ те районта курăмлă, пахалăхне кура хакне вĕсем пĕр литршăн 15 тенкĕрен кая нихăçан та чакарса курман. Патшалăх пулăшăвне халăх патне вăхăтра илсе çитереççĕ. Хуçалăхра тăрăшакансемпе Михаил Игнатьев тĕл пулса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Çак кун районта ачасене çӳретме çĕнĕ ача сачĕ хута янă, харăсах кунта 25 шăпăрлан хăйсен кăмăлне тултарма пултараççĕ. «Шкул çулне çитмен ачасене ача сачĕсемпе тивĕçтересси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать», - тенĕ Михаил Игнатьев. 2010 çултан пуçласа республикăра пурĕ 41 ача сачĕ хута янă. Хăнасем çуртри шалти пайсене пăхса çаврăннă, шкул ачисен ятарлă пӳлĕмсемпе кăсăкланнă. Район шкул спортзалне хăтлăлатма 2015 çулта 1 млн. 180 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Республикăри шкулсене тĕпрен юсав ĕçĕсене, шкул хатĕрĕсене туянма   6 млрд. ытла тăкакланнă. Регион ертӳçи çак кун районта çĕнĕ Храма та кĕнĕ. Шăпах та, кунта Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ кĕлĕ вуланă вăхăт пулнă. Çак кун районта тепĕр пысăк пулăм пулса иртнĕ, пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен 16 çемьене  тата нумай ачаллă пĕр кил-йыша çĕнĕ хваттер уççисене парса чысланă. Палăртма кăмăллă, элĕксемшĕн тепĕр савăнăç, асфальт сарнă çĕнĕ çул та хута кайнă. «Пирĕн тĕп тĕллев - халăхăн пурнăç шайне ӳстересси», - тесе çирĕппĕн палăртнă Михаил Игнатьев. Тухса калаçакансем хушшинче пурте пĕр сасăллă пулса республика ертӳлĕхне, вырăнти пуçлăхсене, «Элитстрой» ТМЯП пысăк тав сăмахĕсем каланă. Районта тата тепĕр паллă пулăм - Элĕк салине 320 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă уяв иртнĕ. «Элĕк районĕ хăйне евĕр илемлĕхĕпе савăнтарать. Кунти халăхăн тĕлĕнмелле пуян культура, йăла-йĕрке упранса юлнă. Ĕçчен те тăрăшуллă халăх пуррипе вĕсен ял хуçалăх пайĕнче ĕç кăтартăвĕсем çӳллĕ шайра. Патшалăх пулăшăвĕпе те туллин усă курма пĕлеççĕ», - тенĕ регион ертӳçи. Пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем суннă. Чи лайăх ĕçлекенсене уявра тĕрлĕ наградăсем парса хавхалантарнă.

Тĕплĕнрех



27 августа 2015
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter