Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Раççей Халăх артисчĕ Илья Резник хулана 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ республикăри Ашшĕсен канашĕн хаваслă уявне хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» Культура керменĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Раççей Халăх артисчĕ Илья Резник хулана 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ республикăри Ашшĕсен канашĕн хаваслă уявне хутшăннă. Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, хула ертӳлĕхĕ, республикăри районсемпе хуласенчен «Ашшĕсен канашĕн» членĕсем хутшăннă. Мероприяти пуçланиччен Михаил Игнатьев Илья Резникпа тата унăн мăшăрĕ Иринăпа тĕл пулса калаçнă. Вăл Чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ сумлă хăнасене саламланă.  Калаçăва тытăнсанах Илья Резник Чăваш Ен çав тери илемлĕ регион пулнине палăртнă. Сăмаха май, Михаил Игнатьев çинчен кăларнă кĕнекене вуласа тухнине асăннă. «Эпир иксĕмĕр те халăхран тухнă çынсем. Эсир питĕ нумай республикăшăн ĕçлетĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Уявра Михаил Игнатьев тĕрлĕ саманара та  чăваш халăхĕ çемьепе çыхăннă йăла-йĕркине упраса хăварма пултарнине асăннă. «Чи пахи – çемьесенче ашшĕ-амăшĕсем пĕрле пулни. Арçын - çемье пуçлăхĕ. Çемьесем çирĕп пулсан, регионта та тăнăçлăха упраса хăварма аван», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енри патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - çемьесен институтне, амăшĕсемпе ачисене пулăшасси пулнине пĕлтернĕ. «Регионта медицина тата вĕрентӳ пулăшăвĕсен пахалăхĕн шайĕ куç кĕретех ӳссе пырать. Юлашки çулсенче пурĕ 41 ача сачĕ, 10 шкул хута янă. Вĕрентӳ учрежденийĕсене çĕклесе лартас ĕçе малалла та пурнăçланĕ. 2030 çул тĕлне çĕнĕ 30 шкул хута яма тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ вăл.  Тĕнчере лару-тăру çăмăлах мар пулин те, социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсем регионта туллин пурнăçланаççĕ, малашне те ĕçлеме палăртса хунă. Шупашкарти стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ, Хулари депутатсен пухăвĕн депутачĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче ашшĕсене пула, регионта 2010 çулхипе танлаштарсан 1050 пепке ытларах тĕнчене килнине асăннă. «Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансен халăх йышĕ, Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен шучĕ курăмлăнах ӳссе пырать. Палăртас пулсан, регионта кашни 15-мĕш çемье нумай ачаллă. Çĕнĕ Шупашкарта та ку енĕпе кăтарту питĕ лайăх», - тесе палăрта каланă вăл. Илья Резник уява пухăннисене ăшшăн саламланă, Чăваш Ен çинчен шăрçаланă хăйĕн сăввине вуласа панă. Паллă пулăмра Çĕнĕ Шупашкарти «Ашшĕсен канашĕ» председательне Иван Копейкина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Тав çырăвне парса чысланă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.



28 августа 2015
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter