Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей МЧС Атăлçи федераци округĕнчи регионсен центрĕн пуçлăхĕпе Игорь Паньшинпа тĕл пулнă

 Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Раççей МЧС Атăлçи федераци округĕнчи регионсен центрĕн пуçлăхĕпе Игорь Паньшинпа тĕл пулнă.  Тĕлпулу вăхăтĕнче халăха чрезвычайлă лару-тăруран асăрхассипе çыхăннă ыйтусем пирки сӳтсе явнă . Михаил Игнатьев республикăра тĕрлĕ вышкайсăр лару-тăруран сыхланас тĕлĕшпе службăсем яланах хатĕр пулнине асăннă. «Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кил-çурт хуçалăхĕнче пушар тухнă тĕслĕхсен хисепĕ чакнă, шывра инкек пулнă тĕслĕхсем те пĕчĕкленнĕ. Паллах, тĕрлĕ профилактика ĕçĕсене кулленех ирттерсе пыратпăр пулин те, пур-пĕрех кăвак çулăм алхаснă тĕслĕхсем тупăнса пыраççĕ. Харпăр хăй хуçалăхĕсенче çынсем пушартан сыхланас йĕркесене пăхăнманни пăшăрхантарать, ӳсĕр пулнине кура, пирус туртнă чух та асăрхануллă пулманни сисĕнет. Чи хăрушши - ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемшĕн сыхă тăманни кулянтарать», - тенĕ ертӳçĕ.  «Пушар хуралĕнче ĕçлекенсен пурлăхпа техника бази çĕнелсе пырать, вăрмансене сыхлама та пур техника та хатĕр», - тенĕ сăмаха малалла тăсса. Раççей МЧС Атăлçи федераци округĕнчи пуçлăх Чăваш Республики хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес енĕпе йĕркелесе ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсемпе Раççей шайĕнче чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан регионсен шутĕнче пулнине палăртса хăварнă. Тĕплĕнрех



28 августа 2015
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter