Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Калинин урамĕнче Сергий Радонежский ячĕпе лартакан храм никĕсне хуракан чула çутатнă

 

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикинче  Калинин урамĕнче Сергий Радонежский ячĕпе лартакан храм никĕсне хуракан чула çутатнă. Çак пархатарлă ĕçре унпа пĕрле Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, федерацин тĕп инспекторĕ  Геннадий Федоров тата ытти официаллă çынсем, Чăваш Ен халăхĕ пуçтарăннă. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл хăйĕн сăмахĕнче пухăннисене историллĕ çак пысăк пулăм ячĕпе чĕререн тав тунă. «2014 çулта Сергий Радонежский çуралнăранпа 700 çул çитнине анлăн паллă турăмăр. Çветтуй турăна асăнса пур чиркӳсенче те кĕлĕсем иртнĕ. Эпир шанатпăр, кĕçех Чăваш çĕрĕ çинче те пысăк храм çĕкленсе ларасса. Халăх ăна чăтăмсăррăн кĕтет. Енчен те кĕтеççĕ пулсан, халăх чунĕнче ĕненӳ упранса юлнă. Халăхăн ăс-хакăл пурнăçĕнче Турăн пĕлтерĕшĕ чи пысăк шайра пулни куçкĕретех. Турă пурсăмăра та пехиллесе упраса пурăнтăр», - тесе каланă Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикине Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, вăл Чăваш çĕрĕ çинче пулни историре ĕмĕрлĕхех ылттăн сăрăпа çырăнса юлассине пĕлтернĕ. «Малашне тата та лайăхрах пĕрне-пĕри ăнланса пурăнма, тăван ен ырлăхĕшĕн таса чунпа ĕçлесе пурăнма пехил илтĕмĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



03 августа 2015
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter