Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикинче Çĕнĕ Шупашкарта Çветтуй аслă кнеç Владимир соборĕнче служба ирттернĕ

 Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикинче Çĕнĕ Шупашкарта Çветтуй аслă кнеç Владимир соборĕнче служба ирттернĕ. Чăваш Енре тĕне ĕненекенсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев пулнă.  Кĕлĕ вĕçленнĕ хыççăн Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархне Кирилла Чăваш Республикине килсе çакăн пек пархатарлă ĕçсем йĕркелесе ирттернĕшĕн унăн умĕнче пуç тайнă. Раççей аталанăвĕнче, унăн чăннипех те пысăк витĕмлĕхĕ пулни пирки каланă. «Эпир яланах сирĕн сывлăхăршăн, Турă Сире вăй патăр тесе кĕлĕ вулăпăр», -  тесе каланă вăл. Сумлă  Патриарх Кирилл Митрополит Варнавăна икона, хĕрес тата ытти чиркӳпе çыхăннă хатĕрсене парса хисеп тунă. «Мана Чăваш çĕрĕ çине килме Турă пиллерĕ пулĕ, сирĕнпе пĕрле эпĕ те уншăн кĕлĕ вулатăп, уявсемпе сире чĕререн саламланăп,  Çветтуй аслă кнеç Владимир пурсăмăра та пехил патăр», - тесе каланă Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл. Çветтуй Владыка  паян пирĕн çĕршывра çынсене тĕне ĕненсе пурăнма кирлĕ пек пур условисем те пуррине палăртнă. «Ĕмĕрне те пулман, влаç турăпа пĕр тан ăнланса килĕшсе пурăнни. Историшĕн  пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чиркӳ патшалăх тытăмĕнче тăман пулин те, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сирсе ярас ĕçре çав тери пысăк яваплăха туйса хăйĕн пархатаралă шухăшне палăртса калама пултарать», - тенĕ. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева тăван çĕршĕн тăрăшса вăй хунăшăн чĕререн тав сăмахĕсем каланă. «Эсир регион ертӳçи пулнă май, хăвăрăн ĕçĕрте килĕшĕве, ăнланăва тытса пырассине лайăх пĕлетĕр. Тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнакан регионта тĕне ĕненсе, пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕнчере мир, тăван çĕрте тăнăçлăх хуçалантăр тесе сахал мар ĕçлетĕр. Турă Сире яланах упратăр, Сирĕнпе пĕрле пултăр», - тенĕ. Çак кун Шупашкарти Калинин урамĕнче Сергий Радонежский ячĕпе лартакан храм никĕсне хуракан чула та çутатнă. Сумлă Патриархăн Указĕпе килĕшӳллĕн, храма çĕклесе лартма пулăшу кӳрекенсене «Искра» генеральнăй директорне Владимир Сорокина,  «ТУС» АХП генеральнăй директорне Николай Угаслова, «Элара» предприятийĕн генеральнăй директорне  Андрей Углова, «Дорисс» АУП генеральнăй директорне Всеволод Рощина Сергий Радонежский ячĕллĕ ордена парса хисеп тунă. Патриарх визитне Чăваш Енри телеканалсенче тỹрĕ эфирта кăларса пынă тата соборсем çумĕнчи пысăк экрансем çинче те кăтартнă. Тĕплĕнрех



03 августа 2015
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter