Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Енре Шупашкарта Çĕнтерӳ паркĕнче «Ĕмĕрлĕх вут-çулăмĕ» палăк умне чечек кăшăлне хунă

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Енре Шупашкарта Çĕнтерӳ паркĕнче  «Ĕмĕрлĕх вут-çулăмĕ» палăк умне чечек кăшăлне хунă. Паллă пулăма унпа пĕрле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Шупашкара килнĕ хăнасем тата ытти çынсем пуçтарăннă. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл мемориал умне шурă розăран хатĕрленĕ кăшăл хунă. Вăрçăра пуç хунă паттăр салтаксене асăнса кĕлĕ вуланă, пухăннисемпе пĕрле пĕр минутлăха шăплăха тытнă.  Çветтуй Патриарх Кирилл хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Эпĕ яланах регионсенче пулнă май, паттăр салтаксене асăнса вĕсен палăкĕсен умне чечексем хума тăрăшатăп. Вĕсем пире пурнăç парнеленĕ. Паянхи ăрăвăн та çакна лайăх ăнланмалла, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисене яланах асра тытмалла. Паян уйрăмах ветерансем пысăк хисепе тивĕç.  Шăпах та вĕсем, хăйсен куçĕпе курнă вăрçă пирки пире чĕннине каласа параççĕ. Çитĕнекен çамрăксене ытларах та ытларах хăвăр мĕн пĕлни çинчен вăй çитнĕ таран  пĕлтерсе хăварма тăрăшăр. Паттăрсем ĕмĕр асра пулмалла. Турăпа пĕрле пурăнăр, яланах вăл Сире упраса пурăнтăр», - тенĕ. Тĕплĕнрех



03 августа 2015
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter