Утă уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикинче пулнă

Кăçалхи августăн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикинче пулнă. Кун пирки иртнĕ Шупашкар Епархийĕн Секретарĕ, Покровпа Татиана соборĕн настоятелĕ Николай Иванов протоиерей пĕлтернĕ. Патриарх Чăваш митрополине паллă пулăмсем умĕн килнĕ. 2016 çулта Шупашкар-Чăваш Епархийĕ 70 çул, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава 85 çул, вăл Шупашкар-Чăваш кафедринче службăра тăма пуçланăранпа 40 çул тултарать. Шупашкар епархийĕн Секретарĕ Патриарх хутшăнакан мероприятисем пирки каласа панă. Августăн 1-мĕшĕнче Патриарх Шупашкарти Покровпа Татиана соборĕнче, августăн 2-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти çветтуй аслă кнеç Владимир соборĕнче службăсем ирттернĕ. Шупашкарти Калинин урамĕнче Сергий Радонежский ячĕпе лартакан храм никĕсне хуракан чула çутатнă. Патриарх визитне "Россия-1" телеканалпа тỹрĕ эфирта кăларнă тата соборсем çумĕнчи пысăк экрансем çинче кăтартнă.

(Хамăр инф.).



03 августа 2015
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter