Шупашкар çăлтăрсене кĕтет

Çурла уйăхĕн 3-5-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионачĕ иртет. Вăл çĕршыври паллă спортсменсене пухĕ. Чăваш Ене Екатерина Конева /виççĕлле сикет/, Мария Кучина, Светлана Школина тата Даниил Цыплаков /çÿллĕшне сикеççĕ/, Денис Кудрявцев /400 метра хÿме урлă чупать/, Анжелика Сидорова /шăчăпа сикет/ тата спортăн ытти çăлтăрĕсем килĕç. Ăмăртăва Олимп чемпионĕсем те хутшăнĕç - çÿллĕшне Иван Уховпа Анна Чичерова та сикĕç.

Шупашкарăн çăмăл атлетика енĕпе Раççей çеç мар, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене ирттерме те опыт пур ĕнтĕ. Юлашки ултă çулта тĕп хуламăр нацин тĕп стартне тăваттăмĕш хутчен /2009, 2011, 2012 тата 2015 çулсем/ йышăнать. Нумаях пулмасть çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕн чи çÿллĕ лигинчи ăмăртăвĕсене те Шупашкарта куртăмăр. Ăна тĕнче шайĕнчи специалистсем пысăк хак пачĕç.

Раççей чемпионачĕсене ирттерни те чăвашсем çăмăл атлетикăпа кăсăкланнине палăртать. Ахальтен мар ăна курма халăх йышлă пухăнать.

Ăмăртусен кунĕнче спорт королевине кăмăллакансене сахал мар парне кĕтет. Спортсменсемшĕн кашни кăмăл тăвакан "чирлеме" пултарать - "Олимпийский" стадиона укçасăрах кĕртеççĕ. Спортсменсем пурĕ наградăсен 38 комплектне салатĕç. Куракансене кăмăллă пултăр тесе финалсене каçхи кÿлĕм ирттерĕç.

Ăмăртусем çурлан 3-мĕшĕнче - 10.00 - 11.30 тата 16.45 - 21.00 сехетре* çурлан 4-мĕшĕнче - 9.30 - 12.45 тата 15.25 - 20.00 сехетре* çурлан 5-мĕшĕнче - 14.20 - 18.50 сехетре иртĕç. Официаллă майпа чемпионата тунтикун 16.00 сехетре уçĕç.

Чăваш Ен команди ăмăртусене хутшăнма хатĕр. Республикăри çăмăл атлетика командин тĕп тренерĕ Николай Панфилов пĕлтернĕ тăрăх, ăмăртусене 21 спортсмен хутшăнĕ. Вĕсен йышĕнче Раççей пĕрлештернĕ командине кĕрекен маттурсем - шăчăпа сикекен Анжелика Сидорова, 5000 метра чупакан Елена Наговицина, чăрмавлă 3000 метра чупакан Людмила Ремеслова, сăнă ывăтакан Вера Ребрик - пур.

Пурне те ăнăçу сунатпăр! "Олимпийский" стадионта тĕл пуличчен!



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
03 августа 2015
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter