Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă

 Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă. Кăшавăш ялĕнче Михаил Игнатьев «Приволжское» АУПра  йĕтем çинче çитсе килнĕ. Халăх ток çине пухăнакан тырра вăхăтра аласа амбара кĕртсе пырать.  Константин Григорьев хуçалăх ертӳçи пулса нумай вăхăт мар ĕçлет. Ертӳçĕ çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне хуçалăх  2452 тонна тĕш тырра аласа пухса кĕртнине асăннă, вĕсенчен 800 тонни элита вăрлăхĕ пулнине пĕлтернĕ. Тыр-пула вырнаçтарма нимĕнле йывăрлăх та пулманнине палăртнă, сутма хуçалăх валли хаксем те аван пулнине каласа хăварнă. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Николай Богданов хăйĕн сăмахĕнче хуçалăх юлашки икĕ çул хушшинче уйрăмах акмалли çĕр лаптăкĕсене ӳстерсе пынине уйрăммăн асăннă. Сивве кĕриччен кукурузăна пуçтарса илме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев хуçалăхра тăрăшакансемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă, 2015 çулта Чăваш Республикине агропромышленноç комплексне аталантарса пыма патшалăхран 2,7 млрд. тенкĕлĕх пулăшу куçнине асăннă, 2016 çул валли те пулăшусем пулассине пĕлтернĕ. «Тырă хакĕ питĕ лайăх. Тĕп тĕллевсенчен пĕри - акса хăварнă пурлăха çухатусăр пĕтĕмпех пухса кĕртесси», - палăртнă Михаил Игнатьев. Çĕнĕ  ертӳлĕхе хуçалăха эффективлă ертсе пыма, таварсен калăпăшне ӳстерсе тупăша ытларах илме  ăнăçусем суннă. Энтимиркасси ялĕнче Михаил Игнатьев ФАП уçнă çĕре хутшăннă. Районта ку учреждени çиччĕмĕш. Палăртнă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе, регионта  100 ФАП çĕклесе лартма йышăннă программăна тĕпе хурса пурнăçланă.   Çак чаплă пулăмпа ялти çынсене саламланă май, Михаил Игнатьев виçĕ çул хушши пыракан программăпа республикăра пурĕ 100 ФАП хута кайнине палăртнă, çитес çулсенче тата та 50 ФАП çĕклесе лартма тĕллев тытнине пĕлтернĕ.  «Ялти çынсене пулăшу кӳрес тĕллевпе социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсем йышăнатпăр, вĕсем пурнăçа лайăх кĕрсе пыраççĕ. Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен çĕнетсе юсанă, пурлăхпа техника базине пуянлатнă», - тенĕ калаçăва малалла тăсса. Çак çурта хăпартса лартма витĕм кӳрекенсен ячĕпе ырă сăмахсем янăранă.  ФАП уçăлнăшăн чи малтанах ватăсем, çамрăк ашшĕ-амăшĕсем  хытă хĕпĕртенĕ.  Ял халăхĕ ячĕпе регион ертӳçине, вырăнти ертӳлĕхе, Чăваш Ен Правительствине Зоя Павлова ĕç ветеранĕ чĕререн тав тунă.  Хăнасем çуртăн ăшчиккипе паллашнă. ФАПра пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе çынсене тивĕçтерме пур услови те çителĕклĕ. Энтимиркассинчи ФАП икĕ яла пурăнакан пурĕ 300 çынна пăхса тăрĕ. Объектăн строительство ĕçне 3 млн. ытла укçа-тенкĕ тăкакланă. Шупашкар районĕнче «Чайка» сывлăха çирĕплетмелли санаторире районти ял тăрăхĕсен старостисемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, халăхăн пурнăç шайне ӳстерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Регион ертӳçи пухăннисене тăрăшуллă ĕçленĕшĕн тав тунă. «Район лайăх аталанса, куллен илемленсе, хитреленсе, çирĕпленсе пырать.  Кунта çынсене пурăнма питĕ кăмăллă», - палăртнă вăл.Тĕплĕнрех

 



30 августа 2015
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter