Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хулине 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хулине 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Матвеев, хула администрацийĕн пуçлăхĕ – Олег Бирюков тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хула çыннисене уяв ячĕпе саламланă, Çĕнĕ Шупашкар хăйне евĕр илемлĕ хула пулнине палăртнă. Ăна пуçарса яраканĕсем пĕтĕм çĕршывран пысăк тавра курăмлă специалистсем пулнине каланă. «Кунта пурăнакан халăх тăрăшуллă та ĕçчен пулнине кура, Çĕнĕ Шупашкар кунран-кун илемленсе капăрланса, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çирĕпленсе пырать. Юлашки çулсенче хулана аталантарма вуншар миллиард инвестици хывнă. Пысăк технологиллĕ производствăсем хута каяççĕ, пахалăхлă таварсем калăплаççĕ, халăх валли ĕç вырăнĕсем хатĕрленеççĕ. Ку ĕçсене малалла та пурнăçлăпăр. Пирĕн пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Уявра пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, хула пуçлăхĕ Олег Матвеев хăйĕн сăмахĕнче Çĕнĕ Шупашкар ӳссе пынине, пуласлăх патне çирĕппĕн ăнтăлнине, çитĕнӳсенче кашнин тӳпи пысăк пулнине асăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова  хулана тирпей-илем кĕртме ирĕк паракан сертификата парса чысланă. Çĕнĕ Шупашкар çыннисене ырми-канми тăрăшса ĕçленисене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă. Мероприяти  «Инфинити» ушкăнăн уяв концерчĕпе тата салютпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



31 августа 2015
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter