Михаил Игнатьев Кӳкеçе 270 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Кӳкеçе 270 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Палăртнă мероприяти «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕ умĕнче пулнă. Уява пухăннисене регион ертӳçи Михаил Игнатьев саламланă. «Кукеçре пурăнакансем яланах хăйсен ырă ĕçĕсемпе мухтава тивĕçнĕ. Халĕ те çĕнĕ ĕç кăтартăвĕсемпе Кукеç хăйĕн юбилейне кĕтсе илет. Эпир, чăннипех те, сирĕн ӳсĕмсемпе мăнаçланатпăр», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Çамрăксем уйрăмах спорта кăмăлланине, республикăра, районта ирттерекен ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илнине асăнса хăварнă, район ертӳлĕхĕ те хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçланине палăртнă. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре витĕм кӳнĕ ветерансене уйрăммăн тав сăмахĕсем каланă. Юбилей ячĕпе сумлă хăнасем: Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова, район ертӳлĕхĕ пухăннă халăха чĕререн  ăшшăн саламланă. Тĕплĕнрех



31 августа 2015
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter