Михаил Игнатьев Шупашкарта «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионатне хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарта «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионатне хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Церемоние Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, олимп чемпионки Елена Николаева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетикăпа федераци президенчĕн ĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Вадим Зеличенок, Раççейĕн çăмăл атлетикăпа пĕрлештернĕ ушкăнĕн тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский, Чăваш Республикинчи çăмăл атлетикăпа федераци председателĕ - «АККОНД» акционерсен пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  Валерий Иванов, олимп чемпионки Валентина Егорова пулнă. Михаил Игнатьев пухăннисене спорт уявĕпе саламланă, Раççей Спорт министерствине Чăваш Республикинче çакăн пек пысăк спорт мероприятине йĕркелесе ирттерме шаннишĕн чĕререн тав тунă . «Çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионатне Шупашкарта  ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Эпир ку спорт ăмăртăвĕсене регионта кăçалхипе тăваттăмĕш хут ирттеретпĕр. Раççей пĕрлештернĕ ушкăнĕ чăваш çĕрĕ çинче йĕркеленни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕнче шайĕнче ирттерекен ăмăртусене валли спортсменсене хатĕрлени çав тери савăнтарать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Куракансене хаваслă кăмăл-туйăм, спортсменсене çитĕнӳсемпе мала тухма сĕннĕ. Раççей спорт мастерĕ ята Олег Ильина 1-мĕш Валентина Егорова ячĕллĕ 1№-лĕ СДЮСШОР спортсменĕ тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетикăпа федераци президенчĕн ĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Вадим Зеличенок хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре ырă атмосфера пулнине палăртнă, çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта Европа чемпионачĕ питĕ лайăх иртнине асăннă, Раççей пĕрремĕш вырăна тухнине каланă. Ку енĕпе куракансем те спортсменсене хавхалантарнине пĕлтернĕ. Ку хутĕнче те çакăн пек пуласса шанапăр тенĕ сумлă хăна.  Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ, олимп чемпионки, Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацин вице-президенчĕ Татьяна Лебедева хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Раççейри пĕчĕк хуласемшĕн, хăйĕн патĕнче тĕрлĕ шайри ăмăртусене ирттерессипе Шупашкар лайăх тĕслĕх вырăнĕнче. Калăпăр, Раççей чемпионатĕнчен пуçласа Европа, тĕнче Кубокне ирттерессипе те кăтартуллă ĕçлет». Çак сăмахсене малалла тăсса Юрий Борзаковский çитес виçĕ кун хушшинче ытларах та ытларах курма килес текенсене йыхравланă, спортсменсене ăнăçлă кăтартусемпе палăрма сĕннĕ. Шупашкарта ирттерекен Раççей чемпионатне 64 регионтан хăнасем килсе çитнĕ. Куракансене стадиона тӳлевсĕр кĕртеççĕ, спорт программи питĕ пуян, спорта юратса килнисем паллă спортсменсенчен автографсем те илме пултараççĕ. Тĕплĕнрех



04 августа 2015
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter