Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ планерка ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республика Правительствин пайташĕсемпе, тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтанах канашлу ĕçне тытăниччен, Шăмăршă районĕнче çул-йĕр çинче пулса иртнĕ инкек пирки чарăнса тăнă. «ӳсĕр пĕр çынна пула, пиллĕк çын инкеке лекнĕ, вĕсенчен виççĕшĕ ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлса кайнă, иккĕшне тӳрех больницăна вырнаçтарнă. Ку калама çук пысăк çухату. Пĕр çын мĕн чухлĕ çынсен чĕрине амантнă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрне Алла Самойловăна аманнă çынсене сиплес ĕçе çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Сăмаха май, канашлура пухăннисем водительсен культури пирки сӳтсе явнă, ку ыйтупа ытларах профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме хушнă, массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсене ĕç-пуç пирки халăха  тĕплĕнрех пĕлтерсе тăма хушнă. Калаçăва малалла тăснă май, палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕнчен асăрханас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ комплекслă мероприятисене пула, инкексем пулнă тĕслĕхсем сахалланнине, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 12,1 процент чухлĕ чакнине каланă. Аварире çынсен вилекенсен кăтартăвĕ те 16,9 процента çити сахалланнă, ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Инкексен сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Тепре чухне çулсем кирлĕ пек пулманнине кура та пăтăрмах сиксе тухнă тĕслĕхсем пулкалаççĕ.  Владимир Филиппов хăйĕн сăмахĕнче республикăра юсама палăртнă çулсене çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтересси пирки шантарса хăварнă. «Çулсене юсав ĕçĕсене йĕркелеме вăхăтра укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Хăш-пĕр подрядчиксем хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçламанни сисĕнет. Час-часах халăхпа тĕл пулса калаçатăп, районсенче çынсем çулсем юрăхлă пулманнишĕн ӳпкелешсе илни пĕр хуччен çеç мар пулнă. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен подрядчиксене явап тыттармалла. Ыйтăва татса паричченех çирĕп тĕрĕслевре тытса пырăпăр», - тенĕ регион ертӳçи. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  хăш-пĕр муниципалитетсенче çул-йĕр ыйтăвĕсем çине ертӳçĕсем ячĕшĕн çеç пăхса тăнине каланă. «Чăваш Енри Çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министерстви фото, видеосăнав ыйтăвĕсем çине сахал мар тимлĕх уйăрать. Çав-çавах уйрăм вырăнсенче палăртнă хатĕрсем ĕçлеменни сисĕнет, пур камерăсен те ĕçлемелле», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. «Енчен те водительсем йĕркене пăхăнмаççĕ пулсан, вĕсен саккунпа килĕшӳллĕн явап тытмалла. Ун чухне тин пур çĕрте те йĕрке пулĕ. Комплекслă ĕçсем йĕркелесе ирттерни те усăллă, кăтартусем ырă енне улшăнса пыни куç кĕретех. Пур-пĕрех тимлĕхе çухатма юрамасть пурин те асăрхануллă пулмалла», - тенĕ вăл. Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн ертӳçи хулара çулсене юсав ĕçĕсене пуçланине пĕлтернĕ. Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Алексей Ладыков  хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Автомашинăсен шучĕ юлашки çулсенче 40 процента çити ӳссе пырать пулин те, çулсем çинче инкексен пулнă тĕслĕхсем 8 процента çити чакни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çур-йĕр ыйтăвне татса парас ĕç те туллин пурнăçланать», - тенĕ вăл.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  хулара юсама палăртса хунă çулсене тирпейлеме укçа-тенкĕ уйăрасси пирки каланă. Ĕç хучĕсене кирлĕ пек йĕркене кĕртсе пĕтерме хушнă, юсав ĕçне тăсса ямасăр, вăхăтра пуçлама сĕннĕ. Халăха илсе çӳретмелли транспортсен чарăнăвĕсенче суту-илӳ павильонĕсем чăрмантарнине асăннă. Хула влаçĕ хăрушсăрлăх ыйтăвне тимлĕх уйăрмани сисĕнет. Кун пирки çынсем те час-часах ыйту хускатаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, енчен те павильонсем никама та кирлĕ мар пулсан, вĕсене тирпейлесе пуçтарса хума хушнă. Ку хутĕнче пухăннисем маршрутка водительĕсен культура ыйтăвĕ пирки те сăмах пуçарнă. Вĕсем час-часах çул-йĕр правилисене пăхăнманни палăрать, ертӳçĕсемпе тĕл пулса калаçмалла, çийĕнчех тĕрлĕ рейдсем ирттермелле.  Енчен те кăлтăксем пур пулсан, вĕсене сирсе ярассипе кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăвармалла. Çынсен айăпĕ те, паллах çук мар, ачасене мĕн ачаран çул-йĕр правилисене вĕрентмелле. «Республикăра çĕнĕрен хута кайнă ача сачĕсенче пĕтĕмпех правилăна вĕренме условисем йĕркеленĕ. Шкулсенче те вĕренекенсене ку енĕпе сахал мар пĕлӳ параççĕ», - тесе палăртнă Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов. Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Инна Антонова патшалăх заказĕпе çыхăннă ыйтусем пирки каласа кăтартнă. Тĕрлĕ конкурссем уçăмлăн иртнине асăннă, бюджет укçи-тенкине 800 млн. тенкĕлĕх упраса хăварма май килнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Чăваш Ене Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл çурла уйăхĕн 1-2 мĕш кунĕсенче пулнă пулăмсен ĕç кăтартăвĕсем  пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Мускав тата Пĕтĕм Руç Святейший Патриархĕ Чăваш Республикине çав тери ырласа хăварнă. Халăх туслă, тĕне ĕненсе пурăннăшăн чĕререн тав тунă, Турăпа яланах пĕрле пулăр тенĕ, Турă пулăшсах пытăр, регион ĕçне  пысăка хакланă, ертӳçĕне таса чунпа тăрăшса ĕçленĕшĕн çĕре çитиччен пуç тайса пехилленĕ. «Пирĕн малашне те çакăн пек лайăх ăнланса ĕçлесе пырасчĕ. Тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнакан регионшăн уйрăмах килĕшӳ ăнлав пысăк пĕлтерĕшлĕ, республика тăнăçлăхне упраса хăварасчĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлăва пухăннисем республикăра çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионатчĕ иртнĕ пирки те канашланă. Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 1,5 пин спортсмен Шупашкара килсе çитнĕ. Юлашки ултă çул хушшинче пирĕн хулара асăннă Чемпионат тăваттăмĕш хут иртет. Ăмăртусем каçхине тăхăр сехетченех пыраççĕ, курма пырас текенсене хапăл тăваççĕ.



04 августа 2015
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter