Михаил Игнатьев «Дорисс» АУП тата «Монолитстрой» ТМЯП пулнă

 Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан  Михаил Игнатьев Шупашкарти предприятисене çитсе килнĕ. Чи малтан вăл ăнăçлă ĕçлесе пыракан республикăри «Монолитстрой»  ТМЯП ĕçĕпе паллашнă. Предприяти строительство ĕçĕнче кирлĕ  тимĕр бетонсем тата ытти  хатĕрсем калăплать, çакăн пекех промышленноç, социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсене хăпартма та стройкăра кирлĕ ятарлă хатĕрсем кăларать. Михаил Игнатьевпа пĕрле ĕçлĕ çул çӳревре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Монолитстрой» ТМЯП генеральнăй директорĕ Алексей Палькин пулнă. Вĕсем предприятири производство цехĕсене пăхса çаврăннă, кунта вăй хуракансемпе курнăçнă. Михаил Игнатьев ĕç коллективне çывхарса килекен Строительсен кунĕ ячĕпе саламланă, предприяти пĕр тан лайăх аталанса пынине палăртнă, малашнехи ĕçре пурне те ăнăçусем суннă. «Организацийĕн строительство  ĕçĕн пахалăхĕ çӳллĕ шайра - кăтартусем те куç кĕретех. Предприятире тăрăшакансем ыранхи куна шанса пурăнни савăнтарать. Кашни çын хăйĕн ĕç вырăнне упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Предприятире тимлекенсем хăйсене хумхантаракан ыйтусем пирки Михаил Игнатьева каласа кăтартнă. Вĕсем çул-йĕр, социаллă сферăн аталанăвĕ тата çакăн пекех хулара тавралăха тирпей-илем кӳртессипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. «Монолитстрой» ТМЯП генеральнăй директорĕ Алексей Палькин хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьева «Çĕнĕ хула» федераци проектне çĕнĕрен вăй илтерсе яма витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тав тунă. «Эсир, микрорайонăн «чунне» тепĕр хут хĕлхем чĕртрĕр, урăх пурнăç парнелерĕр», - тенĕ вăл. Хыççăн ертӳçĕсем «Дорисс» АУП çитсе килнĕ. Предприяти автомашина çулĕсене сарассипе ытларах тимлет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата «Дорисс» АУП генеральнăй директорĕ  Всеволод Рощин предприятире вăй хуракансемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. «Эпир яланах республикăра, районсемпе хуласенче предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсемпе, общество организацийĕсен пайташĕсемпе, аслă ăрури çынсемпе - ветерансемпе тăтăшах тĕл пулатпăр, вĕсене хумхантаракан ыйтусене, сĕнĕвĕсене итлетпĕр, çийĕнчех хурав пама тăрăшатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, пĕр килнĕ пек чухне  халăха Чăваш Ен пурнăçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, республикăн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарнă. «Дорисс» ТМЯП ĕç коллективĕпе тĕл пулнă май, регион ертӳçи нумай ыйтусем çине хурав панă. Пухăннисем Чăваш Енре импорт япаласенчен хăтăлас енĕпе еплерех ĕçсем пурнăçланипе, çур-йĕр строительствипе спорт, культура аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă тата çакăн пекех ял хуçалăх тытăмне вăй илтерсе пырасси пирки те сăмах пуçарнă. Хăш-пĕр ыйтусене Михаил Игнатьев çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Тĕплĕнрех



05 августа 2015
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter