Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракцин членĕсемпе тĕл пулнă

 Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракцин членĕсемпе тĕл пулнă. Тăлпулăва Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков хутшăннă. Пухăннисем республикăн социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки сӳтсе явнă. Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕн калăпăшĕ кăçалхи çул пуçламăшĕпе танлаштарсан 13,8 процента çити чакнă, палăртнă кăтартупа Атăлçи федераци округĕнче малтисен ретĕнче тăрать.  «2015 çулта Федераци бюджетĕнчен региона 3,2 млрд. тенкĕ уйăрнă. Раççей финанс Министрĕпе Антон Силуановпа тĕл пулса калаçнă хыççăн федераци хыснинчен Чăваш Республикине хушма укçа тата та уйăрасси пирки калаçса килĕшнĕ. Çак ĕçсем пĕтĕмпех республикăра пурăнакансен пурнăç услови шайне лайăхлатса пыма витĕм кӳреççĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Канашлăва пухăннă депутатсем республикăра ял хуçалăхне, строительствăна, промышленноçа аталантарасси пирки ыйтусене те тĕплĕн тишкерсе тухнă. Тĕплĕнрех



05 августа 2015
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter