Михаил Игнатьев Шупашкарти юхан шыв порчĕн ĕç ушкăнĕпе тĕл пулнă

 Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  Шупашкарти юхан шыв порчĕн ĕçченĕсемпе «Чувашия» карабльте ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Унпа пĕрле Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Генеральнăй директор Ванифатий Шайкин паянхи куна юхан шыв портĕнче 307 çын ĕçленине палăртнă.  Предприяти ытларах строительство хатĕрĕсене турттарассипе тата халăха илсе çӳретессипе ĕçлет.  Регион ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче юхан шыв порчĕ курăмлăн ĕçленине каланă, кăтартусем лайăх пулнине палăртнă, пуласлăхра Чăваш Енре туризма ытларах та ытларах аталантарасси пирки асăннă. Ку ыйтупа, шăпах та çак тытăмăн витĕмлĕхĕ пысăк пулассине пĕлтернĕ. 2016 çулта Атăл леш енче газ кĕртме палăртнă. Кун пек ĕçе пурнăçа кĕртсен, аталанса пыма тата та меллĕрех пулĕ. «Хăнасемпе туристсем Шупашкарти юхан шыв порчĕн ĕçне пысăка хаклаççĕ. Кун пирки час-часах тĕлпулусенче те калани куç кĕретех. Ĕçлекенсен культура шайĕ пысăк пулни савăнтарать. Чăваш Республикине инвестици явăçтарас ĕçшĕн шăпах та çак ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăнасем пирĕн тăрăха килсе курни, вĕсем ырă кăмăлпа пирĕн çинчен аса илсе пурăнни, пире малалла та ĕçлеме хавхалантарса пырать», - тесе уçăмлăн палăртса каланă Михаил Игнатьев. Предприятире ĕçлекенсене патшалăх наградисем парса чысланă. Чăваш Республикин транспорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята  предприятире пай пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Николай Кириллова, «МО-30» теплоход механикне Михаил Мохаткина тата «Волгарь-17» теплоход механикне Владимир Оленева панă. Портра диспечер пулса ĕçлекен Ирина Водолевскийне,  пай пуçлăхне Сергей Иванова, «Волгарь-30»  теплоходăн мотористне Эдуард Ирючкина, производство енĕпе ĕçлекен генеральнăй директор çумне Анатолий Козлова,  «РБТ-163» теплоходăн механикне Анатолий Лазарева, аслă мастера  Рудольф Павлова, «Волгарь-17»  теплоходăн механикне Евгений Петрова нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе хисепе тивĕçнĕшĕн Тав çырăвне парса хавхалантарнă. Ĕçре хастарлăхпа палăрнисене регион ертӳçи Раççей Федерацийĕн Транспорт министерствин наградисене те парса хисеп тунă. Портра вăй хуракансем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çинчен Михаил Игнатьева каласа кăтартнă. Вĕсем предприятийĕн пуласлăхĕ пирки, тавралăха тирпей-илем кӳртесси, çул-йĕр, çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Çак кун Михаил Игнатьев  таварсем турттармалли Гремячево причал ĕçĕпе те паллашнă.



05 августа 2015
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter