Пысăк чыс та, пысăк савăнăç та, чун тасални те

Тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланса та ăнкарса пĕтереетпĕр-ши эпир, Чăваш Енре пурăнакансем, кăçалхи августăн малтанхи икĕ кунĕнче пирĕн тăрăхра еплерех пысăк пулăм пулса иртнине - татса калаймастăп. Анчах та шанатăп: çав вăхăт çитетех - çулсем иртнĕçемĕн эпир юратнă Чăваш Енĕмĕре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайнин пĕлтерĕшне ытларах та ытларах ăнланăпăр.

Малтанах, "Кирилл Патриарх çитес вăхăтра Чăваш Ене килет" тенине илтсен, кăштах иккĕленнĕччĕ те: килетех-ши, палăртса хуни пурнăçланĕ-ши? Ара, Раççейĕмĕр те, православи тĕнчи те калама çук пысăк, Патриархăн таçта та çитмелле, такама та тĕл пулмалла, такама та итлемелле, йăпатмалла, ĕненÿпе юрату, хавхаланупа çутă шанчăк пиллемелле. Тĕнчи те пĕртте лăпкă мар, ав. Кÿршĕри тăванла Украина та çаплах пăтранать те пăлханать. Унта та пирĕн пек çынсемех пурăнаççĕ, вĕсем те пирĕн пекех шанчăкпа Тÿпенелле пăхаççĕ /политикĕсем кăна, шел пулин те, такам хушнине-вĕслетнине итлесе çаплах хуласемпе ялсене аркатаççĕ, юн юхтараççĕ/.

Тав Турра - килчех Чăваш Ене пĕтĕм халăх чунтан юратакан, сума сăвакан Святейший Патриарх! Шăматкун кăнтăр апачĕ хыççăн юхтарса тенĕ пек çунă çумăр та, кассăн-кассăн тулхăрса вĕрекен çил те, ытти-хытти те чăрмантараймарĕ ăна шурă Шупашкара килсе çитме.

Тăнăçлăхпа килĕшÿ, савăнăçпа ăнăçу çук çĕре хăнана каяççĕ-и? Паллах, каймаççĕ! Ятсăр та хисепсĕр ертÿçĕллĕ юхăнса кайнă хуçалăха сумлă хăнасем пит пырса çÿреççĕ-и? Паллах, çÿремеççĕ!

Сăмахăма яланхи пекех тÿррĕн те татса калатăп: Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикине килсе кайни - черетлĕ, ахаль çулçÿрев çеç мар. Ку вăл Мускав Патриархачĕн ертÿлĕхĕ Чăваш Енне, унăн ĕçне-хĕлне, хастарлăхне, тăнăçлăхне пысăка хурса хаклани те. Ку вăл пирĕн "ытла пысăках та мар, ытла пĕчĕкех те мар хуçалăхăмăрăн" ертÿçине Михаил Васильевич Игнатьева чунтан сума сунине уçăмлăн палăртни те /ятсăр та хисепсĕр ертÿçĕ патне сумлă хăнасем пырса çÿремеççĕ терĕмĕр-иç!/

Тĕрĕсех: кун пек чухне пĕтĕмпех шута илеççĕ - вырăнти митрополи ертÿçи мĕн тери сумлă та хисеплине те /тав Турра ку тĕлĕшпе пирĕн Варнава митрополитăмăр Раççейри тата пĕтĕм православи тĕнчинчи ĕçтешĕсен хушшинче чи сумлисенчен пĕри шутланать/, вăл е ку тăрăхра çĕнĕ чиркÿсем уçăлнипе уçăлманнине те, кивĕ чиркÿсене юсанипе юсаманнине те...

... Святейший Кирилл Патриарх Чăваш Енре пулнă чухне, вăл пирĕн тăрăха ятарласа килнĕ сумлă митрополитсемпе, архиепископсемпе, епископсемпе тата ытти пачăшкăсемпе пĕрле кĕлĕсем ирттернĕ чухне эпĕ час-часах Иван Яковлевич Яковлевпа Николай Иванович Ильминские аса илтĕм. Чăн та, еплерех аталаннă пулĕччĕ-ши пирĕн халăхăмăр пире Турă çак икĕ Улăпа ярса паман пулсан, вĕсем пире Христосăн ĕмĕр чĕрĕ Чăнлăхĕпе Юратăвĕ патне тăван чĕлхемĕр пулăшнипе çывхарма май туса памасан? Калама йывăр, питĕ йывăр. Çавăнпа та хисеплĕрен те хисеплĕ, юратнăран та юратнă Патриархăмăр Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе лартнă Çĕнĕ Шупашкарти соборта ирттернĕ кĕлĕре виçĕ хутчен чăваш чĕлхи янăранинчен ним тĕлĕнмелли те çук - çав Литурги пынă вăхăтра кĕлĕ сыпăкĕсене чăвашла черетпе Валерий атте, Гурий атте тата инçетри Улан-Удэрен килнĕ Савватий митрополит вуларĕç. Чăваш чунĕшĕн, чăваш чĕришĕн савăнăç мар-и вара çакă? Паллах, савăнăç, пысăк савăнăç!

... Вăхăт шăвать, вăхăт иртет. Чи хăвăрт вĕçекен метеор та вăхăтран хăвăртрах вĕçеймест. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Ене килсе кайнăранпа та кун хыççăн кун иртет, уйăх хыççăн уйăх иртĕ, çул хыççăн çул... Анчах та çак тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм Чăваш Енре пурăнакансен асĕнчен, пĕтĕм чăваш халăхĕн асĕнчен нихăçан та каяс çук. Ку çеç-и-ха - Святейший Кирилл Патриарх кĕлтуни, ĕненекенсемпе ĕненменнисене Юратупа Телей пиллени пире малашне тата туслăрах пурăнма, тăрăшарах ĕçлеме, ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума пулăшĕ.

Турă Хăвачĕ чăнах та иксĕлми!

Валери ТУРКАЙ



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
05 августа 2015
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter