«Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене шантарнă пур ĕçе те эпир туллин пурнăçлатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракансемпе ирттернĕ тĕлпулура

 Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ çулçӳревпе Çĕнĕ Шупашкарта пулнă. Кунта вăл хулари вĕренӳ учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленес ыйтупа канашлу ирттернĕ. Унпа пĕрле канашлура Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Çĕнĕ Шупашкар ертӳлĕхĕ тата ытти официаллă çынсем пуçтарăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче халăх умĕнче çапла каланă: «Эпир тăтăшах Çĕнĕ Шупашкара килсе çӳретпĕр.  Палăртсах калама пултаратăп, хулари çынсем влаç органĕсенче тăрăшакансене шанаççĕ», - тенĕ.  Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков хăйĕн докладĕнче вĕрентӳ тытăмĕн кăçалхи ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Паянхи куна хулара пурĕ 18 шкул, 29 ача сачĕ шутланать. 2015 çулта пĕрремĕш çур çуллăхра шкулсенче сахал мар юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ, вĕсене валли пурĕ 500 млн. тенкĕлĕх бюджетран тăкакланнă. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче пурлăхпа техника базине те аванах çĕнетнĕ. Шкулсенче вĕрентекенсем Михаил Игнатьева пĕрле актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă. 17-мĕш №-лĕ шкулăн директорĕ Наталия Кротова хăйĕн сăмахĕнче ачасене тĕрлĕ мероприятисене илсе çӳретме шкул автобусĕсем çителĕклĕ пулманнине пăшăрханса пĕлтернĕ, «Шкул автобусĕ» программăна хулари шкулсем хутшăнма пултарайманнине те палăртнă, ку паллах, вĕсене кăлтăк кăларса тăратать. Хулари виççĕмĕш шкулăн директорĕ Любовь Обрубова вĕсен шкулне çĕклесе лартнăранпа 47 çул çитнине асăннă, ăна тĕпрен юсав ĕçĕ ирттерме май пуррипе çукки пирки ыйтса пĕлнĕ. Кашни ыйтăва регион ертӳçи çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Республикăра çулсеренех шкулсене тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттереççĕ, çавăнпа та ертӳçĕсене ĕç хучĕсене хатĕрлесе çитерсен тĕпрен юсав ĕçĕсене ирттерме ирĕк пуррине палăртнă. Михаил Игнатьев укçа-тенкĕпе перекетлĕ пулмаллине каланă, тĕллевлĕ программăсемпе усă курма пĕлмеллине асăннă. «Бюджет укçипе эффективлă усă курнине кура, Чăваш Ен Раççейри чи лайăх вунă регион шутне кĕнĕ. Хамăр çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлатпăр», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



06 августа 2015
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter