Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти строительство тытăмĕнче ĕçлекенсемпе ветерансене уяв ячĕпе саламланă

 Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта Строительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Мероприятине унпа пĕрле Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Матвеев,  администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков пулнă. Строительсене саламланă май, Михаил Игнатьев вĕсене эффективлă тата тивĕçлĕ ĕçлесе пынăшăн тав тунă. «Паян республикăри халăх лайăх пурăнасшăн. Строительсем вĕсен кăмăлне тултарас тесе, капмар та илемлĕ, хăтлă çуртсем çĕклесе лартассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлеççĕ.  Хваттерсене суйласа туянма та питĕ меллĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Калаçăва малалла тăснă май, вăл Çĕнĕ Шупашкарта сахал мар çĕнĕ объектсем хута кайнине асăннă. Калăпăр: çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем, пурăнмалли çурт-йĕрсем, спорт сооруженийĕсем. Çак ĕçсем пĕтĕмпех пĕрле тăрăшса ĕçлесе пынине кура пурнăçланнине палăртнă. «Юлашки çулсенче çĕнĕ промышленноç объекчĕсем çĕкленсе пыраççĕ. Хулара пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ лайăхланса, çирĕпленсе пытăр тесе, малашне те строительство ĕçĕсене курăмлăнах пурнăçласа пыма тăрăшăпăр», - тенĕ вăл, строительство пайĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса чысланă. «Комплекс» строительство фирминче директор пулса ĕçлекен Валерий Гордеев, ĕç ветеранĕ Павел Дрибноходов, «Экоклинкер» ТМЯО генеральнăй директорĕ Александр Краснов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн тав çырăвне илнĕ. Хисепе тивĕçнĕ Валерий Гордеев Михаил Игнатьева Чăваш Енре ĕçлекен строительсене пулăшу кӳнĕшĕн чĕререн тав туса ырă сăмахсем каланă. Тĕплĕнрех 



06 августа 2015
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter