Елчĕк районĕ: ĕç çынна илем кÿрет

Ěç çыннине хисеплени, ěç йǎлисем ǎруран-ǎрǎва куçса пыни – патшалǎхǎн ǎнǎçлǎ аталанǎвěн никěсě. «Прогресс» акционерла хупǎ хуçалǎх ěçченěсем хирти вырма ěçěсене пысǎк тухǎçлǎхпа тата кěске вǎхǎт хушшинче вěçлеме тǎрǎшаççě.  Çак кунсенче Патреккел итемěнче Патреккелěнчи культура çурчě  çумěнчи «Çилçунат» агиткультбригада ушкǎнě пулчě. Тěрлě ěçре вǎй хуракансене вěсем хǎйсен юрри-кěввипе, шутлě кулǎшěсемпе савǎнтарчěç.  Программа литература тата К.В.Иванов çулталǎкне, Аслǎ вǎрçǎ пěтнěренпе 70 çул çитнине, ял-хуçалǎх производствинче ěçлекенсене халалланǎ номерсемпе пуян пулчě.   Çав тери  илемлě  чǎваш  юрри – ташшине  курса  киленчěç  курма  килнě  ěçченсем.  Юррисем вара чǎннипех те  чуна тыткǎнламаллипех тыткǎнларěç.  Кашни  номер  хыççǎн тǎвǎллǎн  алǎ  çупса артистсене  хавхалантарчěç куракансем. Альбина Теплова калакан Нарспи монологě те пурин чунне те  тыткǎнларě.Чǎннипех те юрлакансен сассисем шǎпчǎк сассисем пекех  туйǎнчěç  куракансене. Мěн тери ǎшǎ та çепěç  кǎмǎлпа юрларěç  юрǎсене, çумǎр килсе çуни те вěсене чǎрмантараймарě.Художество пултарулǎх ертÿçи  Геннадий Борисов çав тери ǎста  ертсе пырать çак ушкǎна. Концерт программи вара пěр  сывламасǎр, хǎвǎрт иртсе кайрě.



06 августа 2015
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter