Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Строительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Строительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Мероприятинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă.  Олег Марков строительство тытăмĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене саламланă май, Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, пирĕн регион çуртсем çĕклесе лартассипе малти вырăнта пулнине асăннă. Пĕлтĕр Шупашкарта 336 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хута янă. Кун пек кăтарту пирĕн республикăшăн пуçласа пĕрремĕш хут пулнă, историре пулман пулăм. «Строительство комплексне республика Правительстви пысăк витĕм кӳрет. Регионта строительство ĕçне тытăниччен çĕрсене йĕркелесе палăртас ĕç çӳллĕ шайра пулса пырать. Калăпăр, çитес пиллĕк çул валли те строительство тытăмĕ валли çĕрсене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ», - тенĕ министр.  Тĕнчере çăмăлах мар лару-тăру пулин те, пур-пĕрех пирĕн регионта çынсене хваттерсемпе тивĕçтерес патшалăх программи пĕр тан лайăх аталанса пынине асăннă вăл. Пухăннă ĕçтешсене Олег Марков ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçусем суннă. Регион ертӳçи Михаил Игнатьев строительство пайĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсене республика ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тунă. Çитес çулсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çĕклесе лартма тата та миллиардшар укçа-тенкĕ куçассине пĕлтернĕ. Калăпăр, 2016 çултан пуçласа культура çурчĕсем, шкулсем тата ытти объектсем хута кайĕç. Çитес виçĕ çул хушшинче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче çуртсен таврашĕнче пĕтĕмпех тирпей-илем кĕртсе пĕтерме тĕллев лартнă. Кунсăр пуçне ытти муниципалитетсенче – Канашра, Улатăрта, Çĕмĕрлере, Çĕрпӳре те çуртсен таврашĕсене тирпейлеме палăртса хунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хальхи экономика лару-тăрăвĕнче пирĕн предприятисем хушма вăй илсе пынине асăннă, вĕсем импорт япаласенчен хăтăлас тĕллевпе çĕнĕ производствăсем хута яраççĕ, регион çирĕпленсе вăй илсе пырать. «Паянхи строительство тытăмĕ пĕр вырăнта тăмасть, ирĕклĕн малалла ăнтăлать, производствăсем модернизациленеççĕ, таварсен пахалăх шайĕ куç кĕретех ӳссе пырать. 2015 çулта пирĕн республика инвестици явăçтарас ĕç кăтартăвĕпе Раççейри чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан вунă регион шутне кĕчĕ.  Ку ĕç кăтартăвĕнче строительство комплексĕн тӳпи те пысăк.  Малашне те ӳсĕме  чакарма юрамасть, ăна та та лайăхрах çӳлерех çĕклессишĕн пурин те тăрăшса ĕçлемелле. Пирĕн ăна пурнăçлама вăй-хал çитет», - тенĕ вăл. Социаллă программăна хутшăнса хваттер илме тивĕçлĕ пулнă тăлăхсем - Яна Владимировăпа Наталья Бурашникова тата нумай ачаллă Пороскунсен çемьи, çамрăк çемье Селезневсем республика ертӳлĕхне чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Селезневсен çемье пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ хыççăн, вĕсен кăмăлĕ ырă енне улшăннине, савăнса ыранхи куна шанса пурăнма пуçланине пĕлтернĕ. Нумай ача ашшĕ Николай Пороскун хăйĕн савăнăçне пытараймасăр, пурин умĕнче те вĕсен çемьи кăçал çу уйăхĕнче хваттер илни пирки ырă савăнăçлă хыпара пĕлтернĕ. «Эпир, паллах, хваттере çитес çул илесси пирки шанса пурăннă, анчах та строительсем лайăх ĕçленине кура, пире çурта хамăр палăртнă вăхăтран чылай маларах пачĕç», - тенĕ вăл хĕпĕртесе. «Тавтапуç сире пире çакăн пек лайăх условисем пурăнма йĕркелесе панăшăн. Чун савăнать, пурăнас килет, ачасене хаваспах çитĕнтерс килет. Михаил Игнатьева уйрăмах пысăк тав, Раççейре  пирĕн республикăра тата тепĕр икĕ регионта кăна нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр хваттерпе тивĕçĕтереççĕ», - тенĕ вăл. Михаил Игнатьев ĕçре хастарлăхпа палăрнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. Чи пысăк хисепе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков тивĕçнĕ, ăна Чăваш Республики умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçлесе пынăшăн орден медаль парса чысланă.  Тĕплĕнрех

 



07 августа 2015
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter