Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмсем, хисеплĕ спортсменсем, тренерсем, спорт юхăмĕн ветеранĕсем, физкультурăпа спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем!

Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

 

Чăваш Республики тивĕçлипех çĕршывăн спортпа туслă регионĕ шутланать. Массăллă физкультура юхăмне аталантарасси - пирĕн патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсен шутĕнче.

Чăваш Енре спортăн çĕнĕ инфратытăмĕ йĕркеленнĕ. Республикăра 53 спорт шкулĕ, Олимп резервĕсен 2 училищи ĕçлеççĕ. Ирхи массăллă "çăлтăрпа пĕрле тăвакан зарядкăна", сывлăхпа спорт кунĕсене халăх хапăл туса йышăнчĕ, вĕсене хутшăнса кăмăл пуррисем пурте спорт сооруженийĕсенче тÿлевсĕр пулма пултараççĕ.

Аталаннă спорт никĕсĕ, ăста специалистсем пурри, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани республикăра пурăнакан тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен ытларах та ытларах йышне спортпа туслаштарма пулăшаççĕ. Çакă спортпа туслă, эппин, сывă наци йĕркелеме май парать.

Паян республикăра пурăнакансен 37 ытла проценчĕ спортпа туслă. Ку кăтарту Раççейри вăтам шайран пысăкрах, эпир Чăваш Енĕн кашни иккĕмĕш çынни сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе тăрăшатпăр.

Республикăра пысăк шайри ăмăртусене йĕркелени çапла тума пулăшасси пирки иккĕленместĕп. Кăçал эпир  Чăваш çĕрĕ çинче Европăн çăмăл атлетсен команда чемпионатне йышăнтăмăр. Тĕнче тата Раççей шайĕнчи экспертсем хакланă тăрăх - çак тупăшу турнирăн пĕтĕм историйĕнче чи лайăххи пулчĕ. Халиччен пулманни - Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетсен федерацийĕсен ассоциацийĕ Шупашкарта 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утакансен тĕнчери команда чемпионатне ирттерме йышăнни. Çак ăмăрту умлăн-хыçлăн пĕр çĕршывра, пĕр хулара пуçласа иртет.

Чăваш Енри спорт юхăмне аталантарас ĕçе хăйсен тÿпине хывакансене пурне те чĕререн саламлатăп! Спортпа туслисене çирĕп сывлăх, ăнăçу тата çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан                                                          М.ИГНАТЬЕВ.



07 августа 2015
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter