Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Строительство комплексĕн ĕçченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин строительство комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Эсир суйласа илнĕ тата, паллах, çынсене кирлĕ професси пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă ыйтусене, экономика тĕллевĕсене пурнăçлама пулăшать. Эсир тăрăшнипе пурăнмалли çуртсем, вĕренÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн, спорт учрежденийĕсем, ытти объект çĕкленеççĕ, вĕсем паянхи пурнăçра питех те кирлĕ.

Строительство индустрийĕ - республика экономикин тĕп локомотивĕсенчен пĕри. Строительство калăпăшĕ ÿсни ытти отрасльти производствăна вăй парать, социаллă ыйтусене ăнăçлă татса пама пулăшать.

Юлашки çулсенче Чăваш Ен кашни çын пуçне хута яракан çурт-йĕр лаптăкĕн кăтартăвĕпе федерацин Атăлçи округĕнче малта пырать. Пилĕк çулта нумай хваттерлĕ хăтлă çуртсем тăвасси 1,5 хут ÿснĕ, 24 пине яхăн çынна çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн патшалăх енчен 8,6 млрд тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ.

Малтанлăха пĕтĕмлетнĕ тăрăх - çулталăкăн пĕрремĕш çурринче строительство ĕçĕсене 17 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3 процент нумайрах. Экономкласс йышши хăтлă çуртсем ытларах та ытларах çĕкленеççĕ.

Строительство комплексĕн мĕнпур ĕçченне тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чĕререн тав тăватăп! Сирĕн профессионализма, пысăк ăсталăха, эсир ĕçе яваплăха туйса пурнăçланине пула Чăваш Ен строителĕсен ят-сумĕ çуллен ÿссе пырать.

Пархатарлă ĕçĕр сирĕн кăмăлăра  çĕклетĕр, пуянлăх кÿтĕр, палăртса хунисем пурнăçа кĕччĕр. Çирĕп сывлăх тата телей сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн

тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан                                                   М.ИГНАТЬЕВ

 



07 августа 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter