«Чи кирли çыншăн -Тăван çĕршыва юратасси, ăна хӳтĕлесси тата уншăн тивĕçлĕ пуласси», - тенĕ Михаил Игнатьев Федераци Айăплав пурнăçлавĕн службин Чăваш Республикинчи Управленине Ялав парса чысланă пулăмра

 Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Федераци Айăплав пурнăçлавĕн службин Чăваш Республикинчи Управленине Ялав торжествăлла майпа парса чысланă пулăма хутшăннă. Мероприятие унпа пĕрле Раççей ФСИН режим тата асăрхав управлени пуçлăхĕ Василий Федоров генерал-майор, Федераци Айăплав пурнăçлавĕн службин Чăваш Республикинчи управлени пуçлăхĕ Александр Ропота, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Василий Федоров çакăн пек сумлă Ялава чыслани историне кĕрсе юлнине асăннă. «Яланах Ялавăн символĕ чи çӳллĕ шайра тăтăр, тивĕçе, чыса, çынлăха нихăçан та çухатмалла мар, ăна упрама пĕлмеллине», - тенĕ вăл. Çак паллă пулăм ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев саламланă, Чăваш Ен, Раççей тăнăçлăхне упраса хăварасси, саккуна пăхăнса, йĕркене тытса пырасси чи пархатарлă ĕç шутланнине каланă. «Кăçал эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине паллă тăватпăр. Çак юбилей кашни çын чĕрине хĕлхем парнелерĕ.  Чи кирли çыншăн –Тăван çĕре, çĕршыва, тăван тавралăха юратма тата уншăн тивĕçлипе пурăнасси. Шăпах та çак ăнлавсем  обществăн тĕп шăнăрĕ пулса тăраççĕ. Тен, çавăнпа та пулĕ Ялавăн символĕнче те çак сăмахсем малти вырăнта тăраççĕ. Ялава яланах упраса çирĕп тытса пыма пĕлмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ялав службăра ĕçлекенсене малашне тата та лайăхрах ĕçлеме, хăйсен тивĕçĕсене туллин пĕлсе кирлĕ пек пурнăçлама пулăшса пырĕ. Александр Робота хăйĕн сăмахĕнче служба ĕçтешĕсене хӑйсен тивӗҫне чыслӑн тата тивӗҫлипе пурнӑҫлама, палӑртнӑ тӗллевсене тухӑҫлӑн татса пама, кӑмӑл-сипетӗн чи паха енӗсемпе палӑрса Чӑваш Республикинче пурӑнакансемшĕн тăрăшса ĕçлеме сĕннĕ. Паллă пулăм уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.Тĕплĕнрех



07 августа 2015
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter