Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Йĕпреç тăрăхĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Йĕпреç районĕнче пулнă. Унта вăл К.Е. Евлампьев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан Андреевский шкул çумĕнче ача садне уçнă çĕре хутшăннă. Унпа пĕрле Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ Лев Кураков пулнă.  Шкулта вĕрентекенсене, ачасене, ашшĕ-амăшĕсемпе пуçтарăннă ял халăхне çак пулăмпа саламланă, хальхи вăхăтра ачасене аталанса пыма кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ пулнине палăртнă. Ача садне пĕтĕмпех çĕнĕ хатĕрсем вырнаçтарнă, çуртăн пурлăхпа техника бази пуян. «Хамăр çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçлатпăр. 2010-2014 çулсенче пурĕ 40 ача сачĕ хута янă. 2015 çулта  тата та 7 объект хăпартса лартма тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Çӳлерех палăртнă шкула 2012 çулта хута янă, унăн строительство ĕçĕнче 61 млн. тенкĕлĕх тăкакланнă. Шкул директорĕ Андрей Треньков каланă тăрăх, çĕнĕ вĕренӳ çулне 55 ача ăс пухма килессине пĕлтернĕ. Шкулти коллектив, ял халăхĕ Михаил Игнатьев шкулсене аталантарма, ачасене вĕренме кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тав тунă. «Эпир, шкулта вĕрентекенсем ачасене ăс парассишĕн ырми-канми тăрăшăпăр. Ача садне уçни - мĕн пĕчĕкрен ачасене кирлĕ пек воспитани парса çитĕнтерме май парать», - тесе каланă истори, тăван ен культури тата обществознани предмечĕсене вĕрентекен Анатлоий Николаев. Михаил Игнатьев районта психоневрологи интерначĕпе те кăсăкланнă. Кунта, паллах психика тĕлĕшĕнчен айван çынсем пурăнаççĕ.  Унпа пĕрле ĕçлĕ çул çӳревре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, сиплев учрежденийĕн директор ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Тюрин çӳренĕ. Регион ертӳçи интернатра пурăнакансен пурнăç условийĕпе паллашнă, çуртра ремонт тăвакан вырăнсене пăхса çаврăннă.   Интернатра çынсене валли пур услови те çителĕклĕ йĕркелесе панă, пĕтĕмпех çуртра хальхи пурнăçпа тӳр килекен хатĕрсене вырнаçтарнă, спорта çӳреме те питĕ меллĕ, тренажерсем пур. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра юлашки çулсенче психоневрологи интерначĕсен пурлăхпа техника базине сахал мар çĕнетсе пынине асăннă. «Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ – халăхшăн тăрăшасси», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вырăнти ертӳлĕхе çурт таврашĕнче тирпейлĕх хуçаланнăшăн ырласа тав тунă.  Йĕпреçри «Спартак» стадионта регион ертӳçи Чăваш Республикинчи ĕç коллективĕсен III-мĕш Спартакиадине хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Республикăри «Чувашрессовпроф» председательне Анатолий  Коршунова çакăн пек пысăк спорт уявне йĕркелесе ирттернĕшĕн тав тунă.  Çак  спорт уявĕ пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пухăннисене пурне те Михаил Игнатьев ăнăçусем суннă, тивĕçлисене мала тухма сĕннĕ.  «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев - сывă та хастар çынсене çитĕнтерме кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси. Спорт – сывлăхăн çăлкуçĕ.  Вăл пурне те пĕрлештерсе тăракан пысăк вăй. Кашни çыннăн пурнăçĕнче спорт тивĕçлĕ вырăн йышăнтăр тесе пурте тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче республикăра пурĕ 50 спорт объектне хута янă. Халăх куллен спорта çӳренине кура, вĕсен пурăнас çулĕ ӳссех пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Спорт уявне 28 команда килсе çитнĕ, спортсменсем спортăн 6 енĕпе вăй виçнĕ. Спорт мероприятине  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ. Финал ăмăртусем кăçал авăн уйăхĕн 9-13 – мĕш кунĕсенче Пенза хулинче иртĕç.  Тĕплĕнрех

 



07 августа 2015
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter